Республика юбилейне халалланӑ пӗрремӗш анлӑ ӗҫ-пуҫ иртрӗ

"Чебоксары-Арена" пӑр керменӗнче муниципалитетсен парачӗ иртрӗ. Ҫапла Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ уявсен ярӑмӗ пуҫланчӗ.

Регион историйӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ тапхӑрсене Чӑваш Енри сумлӑ пултарулӑх ушкӑнӗсемпе артистсем чаплӑ сӑнларӗҫ. Анлӑ ӗҫ-пуҫа 600 яхӑн ҫын хутшӑнчӗ. Хӑйнеевӗрлӗ декорацисемпе архиври видеосем куракансене тӗрлӗ тапхӑра илсе ҫитерчӗҫ.

Алиса Александрова, Вероника Павлова, Владимир Синдеев