Республика Пуҫлӑхӗ тӗрлӗ конкурспа ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене Ҫӗнӗ ҫулпа саламларӗ

Савӑнӑҫлӑ пуху ачасемпе ҫамрӑксен "Эткер" центрӗнче иртрӗ. Видеоҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ тӗл пулӑва пур район-хуларан та ачасем хутшӑнчӗҫ.

Регион ертӳҫи пухӑннисене Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ май, вӗренӳре тата пултарулӑхра ҫитӗнӳсем тума сунчӗ. Ҫамрӑк ӑрӑвӑн тавракурӑмне ӳстерес, вӗсене аталанма пулӑшас тӗллевпе патшалӑх тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ туни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вӑл шутра "Эткер" центрта тата республикӑри 42 шкулта "Точки роста" вӗренӳ центрӗсем уҫнӑ. Вӗсем яшкӗрӗмӗн пӗлӗвне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ. Ҫитес ҫул кун пек аталану вырӑнӗсем тата 61 пӗлӳ ҫуртӗнче хута ямалла. 

 

Леонид Петров, Семен Антонов