26 ҫулти Димитрий Сорокин 2-мӗш хут Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫнӗ. Хӑй вӑл Етӗрне тӑрӑхӗнчи "Ленинская искра" колхозра трактористра тӑрӑшать. 6 ҫул каялла ашшӗ-амӑш тӗслӗхӗпе хуҫалӑха вырнаҫнӑ, вӗсем унта хӑмла туса илессипе тимлеҫҫӗ. Нумай ачаллӑ ҫемьере мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхса ҫитӗннӗ. Пӗлтӗр ҫамрӑк тракториста ҫӗнӗ техника шанса панӑ. Шалупа та кӳрентермеҫҫӗ, тет.
Ялтан хулана куҫса каяс е вӑрӑм укҫа шыраса таҫта аякка ҫӳрес пирки тӗлленмест. Авланса тӑван тӑрӑхра тӗпленес шухӑшпа пурӑнать.
Шкул ачисемпе студентсем, вӗрентекенсемпе медиксем, спортсменсем, волонтёрсем - ятарлӑ стипендине тӗрлӗ аталану ҫул-йӗрне суйлса илнисем тивӗҫнӗ. Пӗтӗмӗшле 2 пин те 300-ре яхӑн ҫамрӑк документ тӑратнӑ, вӗсенчен пин ҫын лауареат пулса тӑнӑ. Ҫав шутра пирӗн компанире ӗҫлекенсем - Алексей Енейкин телевидени корреспонденчӗ тата Елена Порфирьева Чӑваш радио редакторӗ. Стипендиатсене ҫулталӑк тӑршшӗпе уйӑхсерен 2 пин ҫурӑ тенкӗ парса хавхалантараҫҫӗ. Елена Кириллова - ҫамрӑк ҫыравҫӑ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Анат Тӑрмӑш шкулӗнче вӗреннӗ чухнех лауреат пулнӑ, халӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче филологипе журналистика факультетӗнче 3-мӗш курсра ӑс пухать.
Республика ертӳҫи пуҫаруллӑ ҫамрӑксемпе уҫӑ калаҫу ирттерчӗ. Обществӑлла пӗрлешӳсемпе студентсен канашӗсен хастарӗсем хӑйсене хумхантаракан ыйтусене хускатрӗҫ, йывӑрлӑхсене татса памалли майсене сӳтсе яврӗҫ. Чӑваш Енре ҫитӗнекен ӑрӑва пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗ Олег Николаев. Республикӑра 300 пин ытла ҫамрӑк ҫын пурӑнать. Вӗсене аталанма, пурнӑҫра вырӑн тупма пулӑшасси пӗлтерешлӗ. Республика, сӑмахран, ял валли кадрсем хатӗрлеме пулӑшмалли программӑна пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ регионсен йышӗнче.
Ҫамрӑксене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн студент чухнехи пурнӑҫӗ те кӑсӑклантарчӗ. Строительство техникумӗнче вӗреннӗ чухне пысӑк объектсем тунӑ ҫӗре хутшӑннине аса илчӗ Олег Николаев. Республика ертӳҫин шучӗпе, ҫакӑ пӗрле вӗренекенсемпе туслашма кӑна мар, профессири ӑсталӑха туптама та пулӑшать.
Ирина Николаева, Виктор Степанов