Республика Пуҫлӑхӗпе йӗркеленӗ тӗл пулӑва хастарсем кӑсӑклӑ ирттерме шутланӑ - конькипе ярӑнса. Олег Николаев пухӑннисене фестивальте ҫӗнӗ туссем тупма, пысӑк тӗллевсемпе таврӑнма сунчӗ. Чӑваш Енрен Сочине 90 ҫамрӑк кайӗ. Вӗсем хушшинче студентсем, вӗрентекенсем, тухтӑрсем, журналистсем - икӗ пин ытла ҫынран суйласа илнӗ хастарсем. Чылай тӗрӗслев витӗр тухма тӳр килнӗ ҫамрӑксен. Йӗркелӳҫӗсем иртнӗ виҫӗ ҫулти ҫитӗнӳсемпе паллашттарнисӗр пуҫне, эссе тата видео ӳкерме сӗннӗ.
Пӗтӗмпе фестивале тӗнчипе 300 ытла пин зявка килнӗ. Вӗсенчен 20 пин ҫынна ҫеҫ суйланӑ. Ҫӗнӗлӗхсенчен пӗри - 18 ҫула ҫитменнисем те кӑсӑклӑ ӗҫ-пуҫа хутшӑнма пултараҫҫӗ. Чӑваш Ен делегацийӗнче - 6 ача. Пирӗн регион хыҫҫӑн Абхази республикине ҫирӗплетнӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче ҫав ҫӗршыв ҫамрӑкӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлӗҫ хастарсем.
Пӗтӗм тӗнчери форум эрнене тӑсӑлӗ. Ҫамрӑксем тӗрлӗ ҫӗршыв культурипе ҫеҫ мар, ӑсталӑх урокӗсене, спорт уявӗсене, ташӑ-юрӑ конкурсӗсене хутшӑнӗҫ. Чылай паллӑ ҫынпа тӗл пулса калаҫӗҫ. Фестивале йӗркелеме Чӑваш Енри 30 волонтер та пулӑшӗ. Вӗсен хушшинче кӗмӗл ҫултисем те пур.
"Чӑваш Ен" кӑларӑм валли Вероника Павлова, Андрей Шоклев