Республика Пуҫлӑхӗ граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ 

Ялсенче, яланхи пекех, шыв ыйтӑвӗ ҫивӗч. Ҫавӑн пекех ҫул пулманни чӑрмав кӳрет. Ҫакна Республика Пуҫлӑхӗ ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнни тепӗр хут ҫирӗплетрӗ. 

Муркаш районӗнчи Ҫармӑҫкассинче пурӑнакансем шыв ҫуккипе нумай ҫул нушаланаҫҫӗ. Ял-йыш ҫак ыйтупа пӗрре мар район администрацине тухнӑ, тӗрлӗ инстанцине ҫитнӗ, анчах та кӑлӑхах. Ялта пурӑнакан Виталий Хлебков сӑмахӗпе, 1976-мӗш ҫултах скважина алтнӑ, башня та лартнӑ, анчах ӑна ӗҫлеттерсе ярайман. 

Шупашкарта пурӑнакан Дмитрий Краснов та регион ертӳҫи патне шыв ыйтӑвӗпе ҫитнӗ. "Богданка" микрорайонти 13 ҫуртра канализаци ҫук. Ҫынсем документсем пуҫтарнӑ, проект та хатӗрленӗ, анчах та хальлӗхе ӑна йышӑнман. Ҫак енӗпе Олег Николаев халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программӑпа усӑ курма сӗнчӗ. 

Шупашкар районӗнчи станьялсемпе етӗрнекассисене ҫул ыйтӑвӗ канӑҫсӑрлантарать. Нумай ачаллӑ ҫемьене ҫурт-йӗр хӑпартма ятарлӑ программӑпа килӗшӳллен уй варринче ҫӗр уйӑрса панӑ. "Пӗтӗмпех йӗркеллӗ, анчах та ҫул ҫуккипе йӗпе-сапара тата юр хӳсе лартсан ҫитме питӗ чӑрмавлӑ," - каласа параҫҫӗ ҫынсем. 

Елена Дмитриева, Андрей Шоклев