Республика историне пуянлатакансем

Вӗсемсӗр Республика историйӗ самай чухӑнрах пулнӑ пулӗччӗ. Чӑваш Енри архив службине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫак пулӑма халалласа Шупашкарта конференци тата пысӑк уяв иртрӗ.

Чӑваш Енри аваллӑх управӑшӗсем паян культура министерствине пӑхӑнакан пысӑк тытӑмра чӑмӑртанаҫҫӗ. Шупашкарти 2 архив патшалӑх, тепӗр 25-ӗшӗ муниципалитет шайӗнче ӗҫлет. Фондсенче пӗтӗмпе 17-мӗш ӗмӗртенпе пухӑнса пыракан 3 миллиона яхӑн документ упранать. Вӗсен ӗмӗрне тӑснипе пӗрлех архивистсен паха хутсемпе тухӑҫлӑ усӑ курма пӗлмелле. Ҫак яваплӑ ӗҫе халалласа Шупашкарти истори архивӗн ҫӗнӗ ҫуртӗнче Раҫҫей шайӗнчи наукӑпа практика конференцийӗ тата "ҫавра сӗтел" иртрӗ. Унта федераци архивӗсен пайташӗсем, ытти тӑрӑхри ӑсчахсемпе специалистсем хутшӑнчӗҫ. Экспертсем аваллӑх управӑшӗсен тытӑмӗнче цифра технологийӗсене анлӑрах сарассине, вӗсен хальхи пурнӑҫри витӗмне пӑхса тухрӗҫ. Уяв хӑнисем ҫавӑн пекех архив ҫурчӗ умӗнче паланпа жасмин йывӑҫӗсем лартса аваллӑх управҫисен аллейине уҫрӗҫ. Ҫак пӗлтерӗшлӗ пулӑма та ӗмӗрлӗх асра хӑвармашкӑн пурте пӗрле историллӗ сӑнӳкерчӗк турӗҫ.

Архивсенче упранакан авалхи документсем паян истори чӑнлӑхне ҫутатас ӗҫре те пысӑк пулӑшу параҫҫӗ. Хӑш-пӗр наука ӗҫӗнче архив ҫӑлкуҫӗсемсӗр пач та май ҫук.

Паянхи архив ӗҫне вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗпчевпе пултарулӑх тӗнчи теме пулать. Документ управҫисен пӗр пушӑ вӑхӑт та ҫук. Пӗрисем ӗлӗкхи кивӗ хутсене ҫӗнетеҫҫӗ, теприсем вӗсене цифрӑна куҫараҫҫӗ. Халӑха интернет урлӑ кирлӗ информаци тупма пулӑшаҫҫӗ.

Республикӑри архив тытӑмӗнче халӗ 300 ытла ҫын вӑй хурать. Куллен пӗрлехи ӗҫре кӑштӑртатса вӗсем тӗрлӗ пулӑма халалланӑ альбомсемпе кӗнекесем кӑлараҫҫӗ, уйрӑм ҫынсен фончӗсене пуянлатса пыраҫҫӗ.

Архив тытӑмӗнче ӗҫлесе пысӑк ҫитӗнӳ тунисене уяв кунӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче чысларӗҫ. Архивистсем Республика Пуҫлӑхӗпе тӗрлӗ ведомствӑн тав хучӗсене, парнесемпе хисеплӗ ятсене тивӗҫрӗҫ, хӑнасен хӗрӳллӗ саламӗсене йышӑнчӗҫ.

 

Алексей Енейкин, Виктор Степанов, Виктор Чугаров