Республика аталанӑвӗшӗн ырми-канми тӑрӑшакансем

Республикӑн тӗп уявӗнче тӑван тӑрӑх аталанӑвӗпе халӑх тӑнӑҫлӑхӗшӗн ырми-канми ӗҫлесе ҫитӗнӳ тӑвакансене чысласси йӑлара. Пысӑк хисепе тивӗҫнисене Правительство ҫуртӗнче патшалӑх наградисем пачӗҫ. 

Республикӑн тӗп ҫурчӗн куполӗ айӗнче тӗрлӗ тытӑмра вӑй-хуракан хастар та пултаруллӑ, хӑйсен ӗҫне чунтан юратакан патриотсем пухӑннӑ. Чӑваш Ен кунран-кун аталанса пынинче вӗсен тӳпи те пысӑк пулнине палӑртса регион пуҫлӑхӗ Олег Николаев кашнинех ӑшшӑн тав турӗ, наградӑсемпе чысларӗ. Савӑнӑҫлӑ самантра малтанах Шупашкарти 3-мӗш стройтрест ертӳҫине Валерий Семенова "Туслӑх" орденне парса тав турӗ. Етӗрне муниципалитет администрацийӗн ҫӗрпе пурлӑх пайӗн ертӳҫи Ольга Зельцман "Раҫҫей Федерацийӗн вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята тивӗҫрӗ. Ҫавӑн пекех машиностроенипе радиоэлектроника тытӑмӗнче тӑрӑшакансене Раҫҫей Президенчӗн хисеп тата тав хучӗсемпе палӑртрӗҫ. Мордва культура центрӗн ертӳҫи Владимир Седойкин "Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" ордена тивӗҫ пулчӗ. Уявра промышленнӑҫ тата халӑха тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхпа тивӗҫтерекен тытӑмра вӑй хуракансене, тухтӑрсемпе культура ӗҫченӗсене чысларӗҫ. Вӑл йышра "Хыпар" хаҫат редакцийӗн ятарлӑ корреспонденчӗ Валентина Багадерова та пулчӗ.

Пысӑк хисепе тивӗҫнисен йышӗнче вӗренӳре, юридици ӗҫӗпе ӳнер ӑсталӑхӗнче тата транспорт тытӑмӗнче тӑрӑшакансем. Шупашкарти "НИР Энерго" пӗрлешӳ директорӗ Михаил Петров вара электро тата радиотехникӑри ҫӗнӗлӗхсемшӗн "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ изобретателӗ" ята тивӗҫрӗ. 

Халӑх пурнӑҫне ял хуҫалӑх аталанӑвӗ те самай пысӑк витӗм кӳрет. Уявра 3 ҫын "Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ята илчӗ. Вӗсем Вӑрнар енчи Олег Корнилов тата Елчӗк тӑрӑхӗнчи Петр Купташкинпа Владимир Рахмуллин пулчӗҫ.

Республика кунӗ тӗлне ҫапла пысӑк наградӑсене тивӗҫнисем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн ӗҫтешӗсене, куллен хавхалантарса пыракан ҫемйисемпе тус-тантӑшӗсене те тав тӑваҫҫӗ.

Савӑнӑҫлӑ тӗлпулӑва пухӑннисене Олег Николаев малашне те Чӑваш Енпе Раҫҫей пуласлӑхӗшӗн усӑллӑ ӗҫсем тума ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх сунчӗ. 

 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров