Республика аталанӑвӗн ҫул-йӗрне сӳтсе яваҫҫӗ 

Питӗрте иртекен Экономика форумӗн иккӗмӗш кунӗ пирӗн делегацишӗн тухӑҫлӑ пулчӗ. Регион ертӳҫи Олег Николаев КАМАЗ пӗрлешӳ директорӗпе курнӑҫрӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн республикӑра КАМАЗ кунне ирттерме калаҫса татӑлчӗҫ вӗсем. 

Чӑваш Ен тата Дагестан Правительствисем суту-илӳпе экономика, наукӑпа техника, культура енӗпе пӗрле ӗҫлеме килӗшӳ турӗҫ. Ҫавӑн пекех Олег Николаев Раҫҫейӗн промышленноҫ министрӗпе Денис Мантуровпа тӗл пулчӗ. Аса илтеретӗп, вӑл пирӗн регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономикине атлантармалли программӑн кураторӗ. Олег Николаев республикӑра ятарлӑ инвестици контракчӗсемпе килӗшӳллӗн тӑвакан ӗҫ пирки каласа кӑтартрӗ. Кӑҫал "Химпром" предприяти водород перекиҫӗ кӑларма пуҫласшӑн. Денис Мантуров ҫӗнӗ производствӑна хута яма килес кӑмӑлӗ пуррине пӗлтерчӗ.

 

Екатерина Фомина, Андрей Шоклев, Екатерина Данилова