Регионта пурӑнакансен шухӑш-кӑмӑлне вырӑна ҫитсе тӗпченӗ

Республкӑра Чӑваш Правительстви пуҫарнӑ "Уҫӑ калаҫу" проект вӗҫленчӗ. Икӗ уйӑхра Министрсен Кабинечӗн пайташӗсем пур муниципалитетра - 21 округпа 2 хулара пулчӗҫ. Ӗҫлӗ тӗл пулусен ярӑмне Шупашкарта пӗтӗмлетрӗҫ.

Пӗтӗмлетӳ канашлӑвне пухӑниччен хулара 12 лаптӑк ӗҫлерӗ. Вӗсенче Шупашкарӑн пуласлӑхне тӗрлӗ енлӗ сӳтсе яврӗҫ. Уйрӑммӑн илсен, медицина, коммуналлӑ хуҫалӑх, архитектура, физкультурӑпа спорт ыйтӑвӗсене хускатрӗҫ. 2-мӗш гимназире вӗрентекенсемпе тата ашшӗ-амӑшӗпе Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров тӗл пулчӗ. 

Шупашкарти вӗренекенсем пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗсенче тата Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсенче лайӑх кӑтартусемпе палӑрни тӗп темӑсенчен пӗри пулчӗ. Ачасем малалла та ҫитӗнӳсем туччӗр тесен шкулсенче пӗлӳ илмелли хальхи майсем йӗркелени пӗлтерӗшлӗ.

Пӗтӗмлетӳ канашлӑвӗ вара Чӑваш академи драма театрӗнче иртрӗ. Тӗп хула активӗпе Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов тӗл пулчӗ. Шупашкарсем тӗрлӗ ыйту ҫӗклерӗҫ. Вӑл шутра тротуарсене юсассипе пуҫарнӑ программӑна малалла тӑсма ыйтрӗҫ. Ҫавӑн пекех "Радужный" микрорайонта шкул тӑвасси ҫивӗч тӑрать. Паллах, коммуналлӑ хуҫалӑхри лару-тӑру та нумай калаҫтарчӗ. Тӗл пулусем вӑхӑтӗнче хускатнӑ пӗлтерӗшлӗ темӑсене йӑлтах "Халӑх программинче" шута илӗҫ. 

Округсемпе хуласенче "Уҫӑ калаҫупа" пулнӑ май пурӗ 4500 ытла тӗлпулу йӗркеленӗ. Ҫавра сӗтелсем, ларусем, тематикӑллӑ калаҫусем вырӑнти халӑха мӗн хумхантарнине тӗплӗнрех пӗлме пулӑшнӑ.

Шупашкарти тӗл пулу нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене патшалӑх тата ведомство наградисемпе чысланипе вӗҫленчӗ. 

Ксения Потапова, Оксана Верликова, Виктор Степанов