Раҫҫейри "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондӑн республикӑри уйрӑмӗнче уҫӑ алӑк кунӗ иртрӗ

Ӑна кунта кашни уйӑхрах йӗркелеҫҫӗ. Тӗллевӗ -  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисене тата вӗсен тӑванӗсене "пӗр чӳрече" мелӗпе тӗрлӗ пулӑшу кӳресси.

Рената Николаева кунта малтан мӑшӑрӗ ятарлӑ ҫар операцине лексен хӳтлӗх шыраса килнӗ. Халӗ хӑй те кунта волонтер пулса ачасемпе ӗҫлет, ытти хӗрарӑмсене май пултарнӑ таран ҫӑмӑллӑх кӳрес тесе тӑрӑшать.

Волонтер ӗҫне те Рената Николаева чун ыйтнипе кӳлӗннӗ. Хӑйӗн те икӗ хӗр пӗрчи ҫитӗнет. Ҫавӑнпа та йывӑр вӑхӑтра ҫемьене пулӑшакан пурри мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине лайӑх ӑнланать.  

Фронтран таврӑнакансен е вӗсен тӑванӗсен тӗрлӗ ыйту сиксе тухма пултарать: тӳлевсем илесси, сывлӑха ҫирӗплетесси,  документсем пуҫтарасси тата ытти те. Ҫаксене йӑлтах  Раҫҫейри "Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондӑн республикӑри уйрӑмӗнче татса пама пултараҫҫӗ. Уҫӑ алӑк кунӗнче вара тӗрлӗ шайри специалистсемпе кунтах канашлама пулать. Килекен кашни ҫынна тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Ҫар операцийӗн ветеранӗсемпе вӗсен ҫемйисене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу кӳрес тӗллевпе республикӑри округсенче те йышӑну пӳлӗмӗсене йӗркеленӗ. Вӗсенче ятарлӑ пӗлӳ илнӗ социаллӑ координаторсем ӗҫлеҫҫӗ.

Оксана Верликова, Димитрий Макаров