Раҫҫейри "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондӑн республикӑри уйрӑмӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа ыран ҫулталӑк пулать

Фонда ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсене, ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнайман салтаксен ҫемйисене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ. 

Фронтран таврӑннӑ салтаксен е вӗсен тӑванӗсен тӗрлӗ ыйту сиксе тухма пултарать: тӳлевсем илесси, сывлӑха ҫирӗплетесси, документсем пуҫтарасси тата ытти те. Ҫаксене йӑлтах "Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондӑн республикӑри уйрӑмӗнче татса параҫҫӗ. Йышӑну пӳлӗмӗсем Шупашкарта кӑна мар, ытти хулапа округра та ӗҫлеҫҫӗ. 

Фонд кашни салтака хӑй хӳттине илме хатӗр. Григорий Васильев пӗлтӗр ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ, "Паттӑрлӑхшӑн" медале тивӗҫнӗ. Унтан таврӑннӑ хыҫҫӑн ҫамрӑксемпе тӗл пулнӑ май, ҫитӗнекен ӑрӑва ҫар ӗҫне вӗрентес шухӑш ҫуралнӑ унӑн. Ӗмӗтне пурнӑҫлама республикӑра нумай пулмасть уҫӑлнӑ "ВОИН" центрӑн филиалне вырнаҫни пулӑшнӑ. "Ачасемпе ӗҫлени мана ҫарти йывӑрлӑхсене манма пулӑшать", - тет вӑл. 

Григорий Васильев ҫӗршывӑн пулас хӳтӗлевҫисене пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ пама, пӑшалтан пеме, ҫыхӑну йӗркелеме, пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсемпе ӗҫлеме вӗрентет. Ҫитес вӑхӑтра центрти специалистсем "Солнышко" кану лагерӗнчи ачасем валли 10 кунлӑх вӗренӳ ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. 

Дмитрий Ефимов ятарлӑ ҫар оперцине кайиччен Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Хуракасси шкулӗн директорӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫартан аманса таврӑннӑ хыҫҫӑн ӑна та хӑйӗн вырӑнне тупма фонд ӗҫченӗсем пулӑшнӑ. 

Вӗсем хистенипе Дмитрий Анатольевич салтаксем валли йӗркеленӗ Ӗпхӳри ӑмӑртусене хутшӑннӑ. Унтан вӑл хӑпартланса таврӑннӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче "Признание" наци премийӗн "Вӗрентекен - ҫӗршыв хӳтӗлевҫи" номинацинче ҫӗнтернӗ. Республика Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа йӗркеленӗ тӗл пулу вӑхӑтӗнче Дмитрий Ефремова ҫамрӑксене ҫарпа патриотла воспитани паракан "Авангард" центра ертсе пыма сӗннӗ. 

Пӗр ҫулталӑкра "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондра 4 пине яхӑн ҫынна йышӑннӑ, вӗсен 12 пин ытла ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов