Раҫҫейри пӗртен-пӗр Трактор историйӗн музейӗ 15 ҫул тултарчӗ

Унта ӗлӗкхи тракторсене курма пулать. Хӑшӗ-пӗрне халь ватӑсем те ас тумаҫҫӗ. Ҫавраҫул тӗлне учрежденире ҫӗнӗ кӗнеке кӑларнӑ. Изданире ӗлӗк тракторпа ҫӳренӗ хӗрарӑмсемпе паллаштараҫҫӗ. 

Иртнӗ ӗмӗрте ҫӗршыв аталанӑвне тракторист-хӗрарӑмсем пысӑк тӳпе хывнӑ. Вӗсене хисеплесе музейра ӗҫлекенсем кӗнеке кӑларма шутланӑ.  Унта 1700 яхӑн ят кӗртнӗ. Кӑларӑм асаилӳсемпе, дневниксемпе,  сӑнӳкерчӗксемпе пуян.

Кӗнекене пахалама 99 ҫулти тыл ветеранне Раиса Михайлована йыхравланӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чух 14-ра пулнӑ. Танташӗсемпе пӗрле вырӑнти колхозра ӗҫленӗ. 1943-мӗшӗнче ӑна икӗ юлташ хӗрӗпе Хӗрлӗ Чутайри МТСа вӗренме янӑ. 
Раиса Андреевна СХТЗ-НАТИ тракторпа ҫураки тунӑ. Халь ӗненме йывӑр, анчах ку техника вутпа ӗҫленӗ. Ҫӗмӗрӗлсен вӑл ӑна хӑех юсама вӗренсе ҫитнӗ. Йывӑр пулнӑ, анчах тимӗр утпа ӗҫлеме килӗшнӗ ӑна. Вӑрҫӑ вӗҫленсен малалла та трактористра 1948-мӗш ҫулччен вӑй хунӑ ветеран. Кӗнекере тракторпа ӗҫлекен хӗрарӑмсене кӑна мар, комбайнерсемпе механизаторсене те кӗртнӗ.

Кӗнеке авторӗсем - Альберт Сергеев, Юрий Ювенальев ӳнерҫӗ тата Федор Козлов истори наукисен кандидачӗ. Издание кӑларас тесе вӗсем пысӑк тӗпчев ӗҫӗ тунӑ. Документ пухма архив ӗҫченӗсем, округсенчи специалистемпе уйрӑм ҫынсем, Наци библиотеки пулӑшнӑ. Кӗнеке хальлӗхе пӗр экземлярпа тухнӑ. Ӑна ҫитес вӑхӑтра тата ытларах пуянлатса нумай тиражпа кӑларӗҫ.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӗҫленсен колхозсене ура ҫине тӑратас тесе чылай хӗрарӑм тракторпа ӗҫленӗ. Сӑмахран Муркаш тӑрӑхӗнчи Раиса Калинина 41 ҫул тимӗр ут рулӗ умӗнче пулнӑ.  Малтанхи вӑхӑтра пачах урӑхла техникӑпа ӗҫленӗ. Ҫилтен хӳтӗленес тесе хӑйсем кабин туса вырнаҫтарнӑ. Юнашар ялти Нина Столярова тракторист  ӑна ҫак ҫӑмӑл мар ӗҫе суйлама хавхалантарнӑ.  Сӑмах май, Раиса Калинина чылай ҫамрӑка хурҫӑ утпа ҫӳреме вӗрентнӗ.

Трактор музейӗ ҫумӗнче 10 ҫул каялла кунта хӗрарӑмсен Паша Ангелина ячӗллӗ трактор бригадине йӗркеленӗ. Вӗсем тӗрлӗ хулана ҫитсе тимӗр утпа вӑр-вар ҫӳрес ӑсталӑне кӑтартаҫҫӗ. Кӑҫал ҫулла Минеральные Воды хулинче сухаҫӑсен фестивальне хутшӑннӑ.Тӗрлӗ район-хулара хурҫӑ утпа ҫӳрекен хӗрарӑмсен ӗҫне кӑтартса паракан реконструкци ирттернӗ, куҫса ҫӳрекен 13 курав йӗркеленӗ.

Алена Артемкина, Святослав Петров, Леонид Петров