Лагере хӑй патӗнче йышӑнассишӗн тӗрлӗ регион суйлав витӗр тухнӑ пекех ачасем те сменӑна ахальлӗн лекеймеҫҫӗ. Вӗсен "Паттӑрсен ҫӗршывӗ" сайтра регистрациленсе портфолио ярса памалла, кунта мӗншӗн килес тенине эссере ҫырса кӑтартмалла пулнӑ. Чи маттурисемпе хастаррисем, тӗрлӗ енлӗ пултаруллисем сменӑна килнӗренпе 2 эрне ҫитет. Кашни кунӗ тухӑҫлӑ та кӑсӑклӑ иртет. "Историе упракансем", "Хӳтӗлевҫӗсем", "Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем", "Ҫӗнтерӳ Медиа" - программӑра 4 тӗп блок. Ачасенчен кашниех чуна ҫывӑхраххине суйланӑ. 14 кунта вӗсем пӗлӳ шайне анлӑлатӗҫ, хул-ҫурӑмне ҫирӗплетӗҫ, малашне пурнӑҫа кӗртме проектсем шутласа кӑларӗҫ. Кун каҫипе лагерьте пурӑнакансен пӗр пушӑ вӑхӑт ҫук тесен те юрать. Станцирен станцие ҫӳресе нумай ҫӗнӗлӗх уҫаҫҫӗ, тӗпчеҫҫӗ, вӗренеҫҫӗ. Шырав ӗҫӗпе паллаштаракан лаптӑк ачасемшӗн кӑсӑкли сисӗнет. Инструктор ӑнлантарнине кашниех тимлӗн итлет, тимӗр шыракан хатӗр ҫӗр айӗнче тем пуррине систерсе сасӑ пама пуҫласса кӗтет.
Сменӑна килнӗ кашни ача тӗрлӗрен, чун туртӑмӗ те расна. Пӗри лара-тӑра пӗлмесӗр чупнӑ, вӑрманти вӗренсен паркӗнче чӑрмавсене парӑнтарса ӑмӑртнӑ хушӑра тепри вӑхӑтне социаллӑ проект хатӗрлес ӗҫре ирттерет. Ачасем темиҫе блока пайланнӑ пулин те кашнинех тӗрлӗ енлӗн аталанма май пур. Сменӑра ӗҫлекен инструкторсене тӗплӗ суйлаҫҫӗ. Вӗрентекенсем хушшинче лагере йышӑнакан республикӑри специалистсем пулни пӗлтерӗшлӗ. Ҫакӑ программӑра регион историне пысӑк тимлӗх уйӑрнипе ҫыхӑннӑ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ ачасене хамӑр тӑрӑхри паллӑ вырӑнӗсемпе экскурсисенче паллаштарӗҫ.
Алиса Александрова, Димитрий Макаров