Раҫҫейре экологи диктанчӗ ҫыраҫҫӗ

Пӗлӳ акцийӗ ҫак уйӑхӑн 27-мӗшчен пырать. Унта, яланхи пекех, Чӑваш Ен те хастар хутшӑнать. Паян, сӑмахран, экологи диктанчӗ Наци библиотекинче ҫыраҫҫӗ. Унччен маларах пӗлӗве тӗрӗслес текенсем Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пуҫтарӑнчӗҫ. 

Аудиторире тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем - шкул ачисемпе студентсем тата вӗрентекенсем. Вӗсен ҫут ҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ 25 ыйтӑва хуравлама тиврӗ: ӳсен-тӑран, чӗр-чун, климат, тӑван тавралӑх тата ытти те. Хӑнӑхтарусене пурнӑҫлама 40 минут уйӑрчӗҫ. Диктант ыйтӑвӗсене тӗрӗс хуравлас тесе чылайӑшӗ ятарласа хатӗрленнӗ.

Раҫҫейре ҫак акцие 4-мӗш хут ирттереҫҫӗ. Унӑн тӗллевӗ - ҫут ҫанталӑка упрама хӑнӑхтарасси, экологин ҫивӗч ыйтӑвӗсене тимлӗх уйӑрасси. Унсӑр пуҫне диктант ҫырни пӗлӳ шайне хаклама, тавракурӑма аталантарма май парать. Акцие хутшӑнакансен шучӗ ҫулран ҫул ӳссе парать. Пӗлтӗр, сӑмахран, экологи пӗлӗвне ҫӗршывӗпе 3 миллион ҫурӑ ытла ҫын тӗрӗсленӗ.

Акцие кашни кӑмӑл тӑвакан хутшӑнма пултарать. Пӗлӗвне тӗрӗслес текенсене паян Наци библиотекинче 12 сехет ҫурӑ тӗлне кӗтеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ыйтусене экодиктант.рус порталта онлайн хуравлама пулать.

Диана Иванова, Екатерина Янгалакова