Раҫҫейре ашшӗ-амӑшне чирленӗ ачисене пӑхнӑшӑн тӳлемелли йӗркене улӑштарасшӑн

Шкул ҫулне ҫитмен ачана пӑхма илекен больничнӑй виҫине малашне ӗҫ стажӗ витӗм кӳмест. Ҫӗршыв президенчӗ Федераци Канашне янӑ ҫырӑвӗнче ҫакӑн пек хушу панӑ.

Ку таранччен чылай ҫул ӗҫлекен ашшӗ-амӑшӗн 7 тултарайман ачине пӑхма илнӗ больничнӑй виҫи тин ҫеҫ ӗҫлеме пуҫланисенчен пысӑкрах шутланнӑ. Ҫакӑ, паллах, тӗрӗсрех пулнине палӑртнӑ ҫӗршыв пуҫлӑхӗ. Анчах кун пек чухне ҫамрӑк хӗрарӑмсене чирлӗ ывӑл-хӗрне пӑхнӑшӑн укҫа сахалрах тӳленет. Ҫавна май официаллӑ ӗҫлекенсене больничнӑйне шалуран тытса юлмасӑр - 100 проценчӗпех куҫарса пама йышӑннӑ. Улшӑнӑва Патшалӑх Думин депутачӗсем ҫывӑх вӑхӑтра пӑхса тухмалла. 

 

Ирина Николаева, Дарья Паскарюк, Игорь Ульянов