1418 куна тӑсӑлнӑ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшмана ҫапса аркатас тесе чӑваш салтакӗсем те паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ. Пӗрремӗш кунсенчех Шупашкарта ҫар чаҫӗсем йӗркеленӗ. Хулара пурӑнакансенчен чылайӑшне 324-мӗш тата 139-мӗш стрелоксен дивизийӗсене йышӑннӑ. Чӑваш Енрен фронта 200 пин ытла ҫын тухса кайнӑ, 100 пин ытла салтак вӑрҫӑ хирӗнчен тухайман. Пухӑннисем вӗсене пӗр минут шӑп тӑрса асӑнчӗҫ.
"Ҫӗнтерӳ ҫулӑмӗ" - ӑрусене ҫыхӑнтаракан, хамӑр халӑх паттӑрлӑхне асра тытма хистекен пӗлтерӗшлӗ акци. Унӑн Шупашкара кӳрсе килнӗ пайне ҫак кун хӑйсем патне илсе кайма мӗн-пур муниципалитетри шкул ачисем, директор советникӗсем, ҫар ӗҫӗсен ветеранӗсем, округ пуҫлӑхӗсем ҫитнӗ. Вӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи кашни ял-хулана Ҫӗнтерӳ паллине ҫитерсе Аслӑ уява кӗтсе илӗҫ. Ҫамрӑксене сӑваплӑ ҫулӑм историйӗпе паллаштарӗҫ. Ҫӗнтерӳ ҫулӑмӗ астӑвӑм вырӑнӗсенче кӑна мар, кашнин чӗринче юлса ӗмӗртен ӗмӗре ҫунӗ.
Алиса Александрова, Дарья Петрова, Игорь Ульянов