Раҫҫейре 21-мӗш хут Дельфи вӑййисем иртрӗҫ

Кӑҫал 79 регионти 2 пин те 700 ытла ҫамрӑк пултарулӑх тупӑшӑвне Красноярск хулине пухӑннӑ. Чӑваш Ен чысне унта 8-ӑн хӳтӗленӗ. Вӗсенчен 3-шӗ тӗрлӗ награда ҫӗнсе илме пултарнӑ. 

Чӑваш Енри ҫамрӑксем Дельфи вӑййисене 10 ҫул ытла хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал 8 ҫын Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институчӗ ирттернӗ суйлав тапхӑрне ӑнӑҫлӑ тухнӑ. Ӳнер училищин 2-мӗш курсӗнче вӗренекен Екатерина Ефимова "Тум-тир дизайнӗ" номинацире 2-мӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ. Вӑл конкурса "Аслӑ Юман" коллекци илсе кайнӑ. Александра Николаева "Скрипка" номинацире ятарлӑ диплом илме тивӗҫ пулнӑ. Хӗр ача хӑйӗн тӳсӗмлӗхӗпе жюрие тыткӑнланӑ. Данила Польков "Классикӑлла гитара" номинацире ятарлӑ диплома ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренет.

Надежда Александрова, Михаил Солин