Раҫҫейӗпех "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" акци вӑй илчӗ

Унпа килӗшӳллӗн тепӗр 2 эрне, Ҫӗнӗ Ҫул ҫитичченех аслисем ачасен чи ҫутӑ ӗмӗчӗсене пурнӑҫлӗҫ. 

Ыркӑмӑллӑх ӗҫне чи малтанах Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ, тӗрлӗ министерство, ведомство ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ. Кашниех капӑр чӑрӑш ҫинчен пӗрер ҫыру илсе унти ӗмӗтпе паллашрӗ, вӑхӑтлӑх Хӗл Мучие ҫаврӑнса ачасем мӗн ыйтнине парнелеме шантарчӗ. Регион ертӳҫи, сӑмахран, хальхинче Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш шкулта вӗренекен Александра Вольская ӗмӗтне пурнӑҫлӗ. Хӗрача Мускаври ВДНХра пыракан "Россия" куравпа паллашасшӑн. Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков аллине лекнӗ ҫырура вара гимнастика енӗпе ӑсталӑх туптамалли стенка ыйтнӑ. Ачасем асамлӑха уйрӑмах ӗненнӗ тапхӑрта вӗсене савӑнтарма пултарни ҫав тери паха. Ҫавӑнпа та кашниех Хӗл Мучин пулӑшаканне ҫаврӑнса пӗчӗккисене телей парнелеме пултарӗ. 

Алиса Александрова