Раҫҫей шайӗнчи черетлӗ урока ҫывхарса килекен Аттесен кунне халалларӗҫ

Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнчен Чӑваш Енри шкулсенче тунтикунхи уроксем "Разговоры о важном" класс сехетӗнчен пуҫланаҫҫӗ. Шупашкарти 4-мӗш лицейра вӗренекенсем патне хальхинче Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ҫитрӗ. 

Черетлӗ калаҫӑва ҫитес вырсарникун паллӑ тӑвакан Аттесен кунне халалларӗҫ. Алла Салаева 8-9-мӗш класс ачисемпе урок ирттерчӗ. Александр Пушкинӑн "Капитанская дочка" романӗ тӑрӑх чыс тата кӑмӑл-сипет пирки калаҫрӗҫ. Ҫемьере ачасене тӗрӗс воспитани панин, вӑл шутра ашшӗ еплерех тӗслӗх кӑтартнин пӗлтерӗшне сӳтсе яврӗҫ. Алла Салаева вӗренекенсенчен чыс тата чыссӑрлӑх, ҫар тивӗҫӗ мӗне пӗлтерни, пурнӑҫра ырӑ ӗҫсем тунӑ тӗслӗхсем пирки ыйтса пӗлчӗ. Каччӑсемпе хӗрсем хаваспах хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне пӗлтерчӗҫ. Шкул ачисемпе йӗркеленӗ калаҫӑва ашшӗсем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ҫакӑн йышши уроксем ӳсекен ӑрушӑн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗҫ. 

Оксана Верликова, Михаил Солин