Раҫҫей сенаторӗн Николай Фёдоровӑн "Вспоминая время надежд..." кӗнеки кун ҫути курнӑ

Унта автор иртнӗ ӗмӗрти 80-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчи - 90-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчи улшӑну тапхӑрне сӑнлать. Мемуар хӑтлавӗ Наци библиотекинче иртрӗ.

"Самана портречӗ" теме пулать ҫак асилӳ кӗнекине. 32 ҫулта чухне Раҫҫей юстици министрӗн тивӗҫне хӑй ҫине илме пултарнӑ чӑваш ывӑлӗ, аслӑ патшалӑх - Совет Союзӗ - арканнӑ кӑткӑс тапхӑрта тӗнче политикине хӑюллӑн кӗнӗ ҫамрӑк 30 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн ун чухнехи утӑмсене халӗ пурнӑҫ хура-шурне самай астивнӗ ҫын куҫӗпе пӑхса, хальхи ӑс-тӑнпа хакласа ҫырать. Самана ҫынсен аллинче, ҫавӑнпа та Николай Фёдоров мемуарта хӑйпе юнашар ҫӗнӗ патшалӑх тӑвакан паллӑ политиксен, ҫӗршыв ертӳҫисен сӑн-сӑпатне те ӳкерсе кӑтартать: Михаил Горбачёв, Борис Ельцин, Владимир Путин, Егор Гайдар тата ыттисем... - Раҫҫей шӑпи, вӑл мӗнле ҫул суйласа аталанасси вӗсенчен килнӗ. 

Марина Карягина, Святослав Петров