Раҫҫей сенаторӗ Николай Владимиров Вӑрмарти вӗренекенсемпе тӗл пулчӗ

Вӑрмарти вӑтам шкулта вӗренекенсем самбо енӗпе Мускавра иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри шкул лигинче 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пысӑк ҫитӗнӳпе спортсменсене Николай Владимиров сенатор саламларӗ. Ҫавӑн пекех вӑл "Разговор о важном" урок ирттерчӗ, граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ.

Шкулсенче кашни эрне "Разговор о важном" урокран пуҫланать. Вӗренекенсемпе тӗрлӗ тытӑмра тӑрӑшакансем тӗл пулаҫҫӗ, пӗлтерӗшлӗ темӑсене хускатаҫҫӗ. Хальхинче ҫак урока 11-мӗш "Б" классемпе Раҫҫей сенаторӗ Николай Владимиров ирттерчӗ. Ҫӗршыв Конституцине йышӑннӑранпа кӑҫал 30 ҫул ҫитет. Ҫавна май сенатор патшалӑхӑн тӗп докуменчӗ пирки тӗплӗн каласа кӑтартрӗ, Федераци Канашӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. 

Николай Владимиров ҫавӑн пекех Пӗтӗм Раҫҫейри самбо шкул лигин ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ спортсменсемпе тӗл пулчӗ. Вӑрмар команди тупӑшура кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. 11-мӗш класра вӗренекен Артем Петров вара хӑйӗн виҫе ушкӑнӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫамрӑк самбона 3-мӗш класран ҫӳрет. 

Мускавра иртнӗ тупӑшура тӗрлӗ регионти 10 пӗрлештернӗ ушкӑн ӑмӑртнӑ. Ҫӗршыв тӗп хулине кайиччен вӑрмарсем республикӑра ҫӗнтернӗ, унтан - Атӑлҫи тӑрӑхӗнче. Ҫитӗнӳре паллах тренерсен тӳпи пысӑк. 

Раҫҫей сенаторӗ спортсменсене тав ҫырӑвӗсемпе тата укҫан премипе хавхалантарчӗ. Вӑл шӑпах "За самбо" федераци проектне ертсе пырать. 

Николай Владимиров ҫавӑн пекех харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе килнӗ ҫынсене йышӑнчӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене пулӑшасси, ҫулсене юсасси, шыв кӗртесси тата ытти пирки те сӑмах пычӗ. Вячеслав Васильев Кивӗ Вӑрмарта шыв башни тата клуб тӑвас нушапа килнӗ. Ялта 1000 ытла ҫын пурӑнать, ҫавӑнпа икӗ объекчӗ те питӗ пӗлтерӗшлӗ. Николай Владимиров сенатор кашни ыйту тӗлӗшпе тивӗҫлӗ йышӑну тума шантарчӗ.

Диана Иванова, Димитрий Макаров