Раҫҫей сенаторӗ Николай Владимиров ӗҫлӗ ҫӳревпе Куславкка тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче пулчӗ

"Единая Россия" партин председателӗн Дмитрий Медведевӑн регионти обществӑлла йышӑну пӳлӗмӗн ертӳҫи пулнӑ май вӑл халӑхпа тӗл пулчӗ. 

Куславккара Федераци Канашӗн пайташӗ килессе малтанах пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та сенаторпа канашлас текенсем йышӑнӑва унчченех ҫырӑннӑ. Николай Владимиров 5-ӗшпе тӗл пулчӗ. Борис Якубова Николаев урамӗнчи ҫул пахалӑхӗ пӑшӑрхантарать. "Кунта ҫӗрле мар, кӑнтӑрла та ҫӳреме хӑрушӑ," - тет арҫын. 800 метр ытла ҫула тахҫанах тӗпрен юсама вӑхӑт ҫитнӗ. Сенатор пулӑшма шантарчӗ. Ҫула йӗркене кӗртме укҫа ҫитес ҫулхи бюджетра пӑхса хурӑпӑр, терӗ вӑл. Тӗмшер ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансен интересӗсене хӳтӗлекен Сергей Краснов тӳрех виҫӗ ыйту хускатрӗ: ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстересси, клуб тӑвасси тата пултӑрана пӗтересси. Сӗнтӗрвӑрринчи ӗҫлӗ калаҫӑва Николай Борисов пуҫларӗ. Вӑл ку тӑрӑхри хисеплӗ ҫынсенчен пӗри - вырӑнти влаҫ тытӑмӗнче 10 ҫул ытла тимленӗ, халӗ район пухӑвӗн депутачӗ. Николай Николаевич харӑсах 4 ыйту хускатрӗ. 

Надежда Александрова, Святослав Петров