Тӗп хулари Хӗвеллӗ бульварти ҫуртсенче пурӑнакансем нумаях пулмасть кунтан аякра мар пӗр предприниматель кану вырӑнӗ тума палӑртни пирки пӗлнӗ. Вӑрманта вӑл ҫывӑх вӑхӑтра беседкӑсем вырнаҫтарасшӑн. Ҫынсем усламҫӑпа тӗл пулнӑ. Вӑл вӑрманӑн пӗр пайне тара илни пирки пӗлтернӗ. Ҫавна май хӑйне хӑй хуҫа пулнине каланӑ. Кунта пурӑнакансемпе хирӗҫсе кайнӑ. Кану вырӑнӗ пулать-и е ҫук - сирӗнтен ыйтмастӑп, тенӗ. Ҫак саманта йышӑну пӳлӗмне килнисем видео ӳкерсе илнӗ. Ӑна Николай Васильевича кӑтартрӗҫ. Ҫынсене ӑнланман, укҫашӑн тем тума хатӗр бизнесмен тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттермелли пирки каларӗ сенатор.
Патӑрьел районӗнчи "Самат" пӗрлешӳре тыр-пул ӳстерессипе, кӗрпе туса илессипе ӗҫлеҫҫӗ. Хуҫалӑх ҫирӗп. Анчах 2018-мӗш ҫулта вӗсем куллен усӑ куракан складсене район администрацийӗ темшӗн "пушӑ тата хуҫасӑр" тесе йышӑннӑ. Ҫакна организаци директорӗ Илназ Чемеров ӑнсӑртран пӗлнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2019-мӗш ҫулта республика прокуратури йышӑнӑвӗпе "Самат" предприятири ҫуртсем хуҫасӑр мар,
ҫавна май район администрацине документсенче ҫакна палӑртма хушнӑ. Анчах муниципалитет ертӳҫисем тӗрӗслесе тӑракан ведомство хушӑвне паянхи кунччен те пурнӑҫламан. "Самат" пӗрлешӳри ҫуртсене адрес парсан кунта пысӑк предприяти тума палӑртаҫҫӗ. Николай Федоров ҫӗр ӗҫченне тимлӗ итленӗ хыҫҫӑн вӑл илсе килнӗ документсене пӑхса тухма шантарчӗ.
Алена Артёмкина, Екатерина Янгалакова