Куславккари 3-мӗш шкул 1980-мӗш ҫулта хута кайнӑ. Кунта 720 ытла ача вӗренет. Пӗлӳ ҫуртне икӗ тапхӑрпа тӗплӗ юсанӑ. Кӑҫал шкул таврашне тирпей илем кӗртеҫҫӗ. Николай Владимиров строительсен ӗҫӗпе паллашрӗ. Паянхи куна мӗн пӑлӑртнине 57 процент тунӑ. Кунта асфальт сарнӑ, футболла тата волейболла вылямалли лаптӑк, чупмалли ҫул хатӗрленӗ, тӗрлӗ тренажер вырнаҫтарнӑ. Вӗсемпе шкул ачисем кӑна мар, кашни кӑмӑл тӑвакан усӑ курма, сывлӑхне ҫирӗплетме пултарать. Унсӑр пуҫне шкул йӗри тавра ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтарнӑ, ҫавӑн пекех карта тытмалла. Подрядчик ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртать.
Николай Владимиров унсӑр пуҫне Куславккари "Фирдавил и Компания" пӗрлешӗве ҫитрӗ. Предприяти тимӗрпе ӗҫлемелли станоксем кӑларать. Вӗсене хамӑр ҫӗршывра кӑна мар, чикӗ леш енче те туянаҫҫӗ. Пӗрлешӳ Беларуҫ Республикипе тата Казахстанпа ҫыхӑну тытать.
Ҫӳрев программинчи тепӗр чарӑну Николай Лобачевскийӗн ҫурт-музейӗнче пулчӗ. Иртнӗ 4 ҫулта кунта пысӑк улшӑнусем пулнӑ. Музея тӗпрен юсанипе пӗрлех унӑн пурлӑхпа техника никӗсне пуянлатнӑ. Кунта хальхи йышши экран, информаци киоскӗсем, проектор, видеосервер вырнаҫтарнӑ. Музейра час-часах вӗренекенсем пулаҫҫӗ. Учреждени республикӑри нумай шкулпа ҫыхӑну тытать.
Юлашкинчен сенатор ҫынсене харпӑр хай ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ. Чылайӑшне коммуналлӑ хуҫалӑхри ҫитменлӗхсем пӑшӑрхантараҫҫӗ. Юрий Иванов вара Кунер ялӗнчен килнӗ. Вӑл пыл хурчӗ, хурсем ӗрчетет. Хӑй вӑхӑтӗнче вара фермер пек шутланнӑ - ҫӗр улми туса илнӗ. Анчах та тӗрлӗ йывӑрлӑха пула ку ӗҫе пӑрахнӑ. Ӑна патшалӑхран пулӑшу илмелли майсем кӑсӑклантарчӗҫ. Николай Владимиров йышӑнӑва килнисен кашни ыйтӑвне пӑхса тухма, май пур таран пулӑшма шантарчӗ.
Надежда Александрова, Димитрий Макаров