Раҫҫей пуянлӑхӗ - тӗрлӗ халӑх культурипе чӗлхинче

Тӗрлӗ тӑрӑхри тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсем ҫак кунсенче Шупашкара регионсем хушшинчи форума пуҫтарӑнчӗҫ. Унта 150 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Вӗсен йышӗнче учительсем, методистсем тата воспитательсем. 

Форума пухӑннисене Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров саламларӗ. Вӑл тӑван чӗлхене вӗрентес ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ хастарсене тав хучӗсем парса чысларӗ. Ачасене чӑваш чӗлхине ӑша хывма пулӑшакан чи лайӑх учительсем нумай пулмасть ҫеҫ Мускавра иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри съездран таврӑннӑ. 75 регионти 280 педагог йышӗнче пирӗн республикӑри 4 вӗрентекен пулнӑ. 

Ачасене чӑваш чӗлхипе кӑсӑклантарас тӗллевпе вӗрентекенсем тӗрлӗ мелпе усӑ кураҫҫӗ. Ираида Матьянова, тӗслӗхрен, хӑйӗн урокӗсенче вӑйӑ урлӑ тата тӑван халӑхӑн историйӗпе, культурипе паллаштарса чӑваш чӗлхи патне туртӑнтарать. Ҫав вӑхӑтрах пӑшӑрхантаракан пулӑмсем те пуррине пытармарӗ вӑл. 

Ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхене вӗрентесси, паллах, ача сатӗнченех пуҫланмалла. Ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче - Канаш районӗнчи Уҫырма ялӗнчи шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ. Унта 2019-мӗш ҫултанпа "Анне чӗлхи - тӑван чӗлхе" республика шайӗнчи проект пурнӑҫланать. Кӑҫалтан вара вырӑсларан куҫарнӑ "Ырӑ сӑмах" кӗнеке тӑрӑх хатӗрленӗ ятарлӑ программӑпа ӗҫлеҫҫӗ. 

Форума Тутарстан, Пушкӑрт республикисенчен, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен те пысӑк ушкӑнсем килсе ҫитнӗ. Унта пурӑнакан чӑваш ачисен шкулта тӑван чӗлхене вӗренме майсем ҫителӗклӗ. Ку паллах, савӑнтарать. 

Оксана Верликова, Андрей Шоклев