Пикшик ялӗнче пурӑнакансем "Ниме-халӑх бюджечӗ" программӑпа спорт лапамӗ тума ӗмӗтленеҫҫӗ. Тӑватӑ ача ашшӗ Александр Платонов сӑмахӗпе, ялта спортпа туслӑ ҫемье чылай. Уйрӑмах футболла выляма кӑмӑллаҫҫӗ, анчах та майӗ ҫукрах. Ӑмӑртма кӳршӗ ялсене ҫӳреме тивет. Проектпа килӗшӳллӗн кунта ача-пӑча лапамӗ, футболла тата волейболла вылямалли лаптӑк тума палӑртнӑ. Проект хакӗ - 8 миллион та 300 пин тенкӗ. Ял ҫыннисем 800 пин тенкӗ пухнӑ та ӗнтӗ. Шупашкар тӑрӑхӗнче ҫивӗч ыйтусем татах пур. Ҫапла Ӑстакассинче пурӑнакансем ҫул ҫуккипе нуша кураҫҫӗ.
Чӑрӑшкассинче те ҫул ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑрать. Ҫынсене асфальт ҫукки пӑшӑрхантарать. Пӗр урамра кӑна нумай ачаллӑ 19 ҫемье пурӑнать. Ачасем шкула Кӳкеҫе ҫӳреҫҫӗ. "Уйрӑмах кӗркуннепе ҫуркунне йӗпе-сапа вӑхӑтӗнче тухса ҫӳреме нушаллӑ", - теҫҫӗ чӑрӑшкассисем. Ҫавӑн пекех ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра васкавалӑ пулӑшу тата пушар машинисене кӗрсе тухма чӑрмавлӑ. Ял ҫыннисем ҫӗнӗ урамра асфальт пуласси пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртме "Ниме" халӑх программи пулӑшасса шанаҫҫӗ. Сӑмах май, Шупашкар тӑрӑхӗнче иртнӗ 5 ҫулта 975 миллион та 200 пин тенкӗлӗх 472 проект пурнӑҫа кӗртнӗ. Ку вӑл пӗтӗмпех республика, муниципалитет пулӑшнипе тата ял ҫыннисем хӑйсем хастар пулнипе. Умра - ҫӗнӗ тӗллевсем. Алла Леонидовна кашнине тимлӗх уйӑрассине палӑртрӗ.
Алла Салаева Урай Макаҫ ялӗнче те пулса курчӗ. Кунта 1995-мӗш ҫулта Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене халалланӑ асӑну комплексӗ тума пуҫланӑ. Ҫак ӗҫре Христофор Макаровӑн тӳпи пысӑк. Халӗ кунта часовня, палӑк лартнӑ, сӳнми ҫулӑм ҫунать тата герой-хуласен аллейине йӗркеленӗ. Нумай пулмасть вара 85 миллиметрлӑ Д-44 тупӑ вырнаҫтарнӑ. Ял халӑхӗ асӑну комплексӗ пуянланса, илемленсе пынишӗн хӗпӗртет. Алла Салаева ураймакаҫсене ҫитӗнекен ӑрӑва тивӗҫлӗ тӗслӗх кӑтартнӑшӑн тав турӗ.
Елена Дмитриева, Виктор Степанов








