Хулари социаллӑ центрта ватӑ ҫынсемпе сусӑрсем сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ, пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттереҫҫӗ. Учрежденире нумай ачаллӑ ҫемьесене те тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Специалистсем кунта пулӑшу майӗсем пирки каласа кӑтартаҫҫӗ, пултарулӑх сехечӗсем ирттереҫҫӗ. Хальхинче ачасен кунне халалласа пысӑк уяв йӗркеленӗ. Центрта ӗҫлекенсем пухӑннисене чӑваш йӑли-йӗркипе, культурипе ҫывӑхрах паллаштарас тенӗ. Ҫавна май хӑйнеевӗрлӗ куравра наци ҫи-пуҫӗ те, эрешӗ те, куллен усӑ куракан тӗрлӗ япала та пулчӗ. Анат Кӑмашара пурӑнакан нумай ачаллӑ Поляковсем социаллӑ центра килсех ҫӳреҫҫӗ. Уява та хаваспах хутшӑнчӗҫ вӗсем.
Алла Салаева "Родничок" ача сатӗнче те пулчӗ. Учреждение темиҫе тапхӑрпа юсанӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшчен вара унӑн алӑкӑ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлмалла. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул садик таврашне хӑтлӑх кӳрӗҫ. Вӑл шутра ҫутӑ тытӑмне улӑштармалла, асфальт сармалла, карта тытмалла, видео сӑнавне йӗркелемелле. Проекчӗ хатӗр, экспертиза тухасса кӗтеҫҫӗ.
Диана Сафонова, Виктор Степанов








