«Раҫҫей» курав-форумра Чӑваш Енпе паллашаҫҫӗ

Мускавра «Раççей» курав-форум ĕçлеме пуçларĕ. Вăл ВДНХ-ра иртет. Унта мĕнпур регион хутшăнать, кашниех хăйĕн историйĕпе, йăли-йĕркипе, ку е вăл отрасльти çитĕнĕвĕсемпе паллаштарать. Регионсен экспозицийĕ 75-мĕш павильонта вырнаçнă. Чăваш Ен пуян та илемлĕ курав стенчĕ хатĕрленĕ. Çакна форум хăнисем те палăртрĕç. 

Экспозици варринче тухья евĕрлĕ арт-объект. Вăл калама çук илĕртÿллĕ курăнать, 6 метр çӳллĕш, тĕрлĕ тĕссемпе çуталса тăрать. Куравпа паллашакансем кунта сӑн ӳкерттернипе пĕрлех, республикӑн чи илемлӗ вырӑнӗсемпе виртуаллă ҫулҫӳреве тухма пултарчĕç. VR-шлем тăхăнатăн та - тӳрех Чӑваш Ене лекетĕн. Шупашкарти кÿлемӗше, "Амазони", Çĕнтерÿ паркĕсене, Мăкăр кĕперĕ патне çитсе кураççĕ туристсем. Пирĕн регион стенчĕ ачасемшĕн те кăсăк. Вӗсем валли чӑвашсен Улăп паттăрĕ пирки 3-дă форматлă вӑйӑ хатӗрленӗ. Курав-форум уçăлнă кун хăнасем «Тĕрленĕ Раççей» кĕнеке-альбома та пахалама пултарчĕç. Сăмах май, çĕршывăн тĕрленĕ картти – курав-форумăн тĕп арт-объекчĕсенчен пĕри. Унăн инсталляцине ВДНХ-ана кĕнĕ çĕрте вырнаçтарнă. Çитес çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшччен пыракан «Раççей» курав-форум программи пуян, кашни кунах 500 ытла ĕç-пуç иртет – экскурсисем, концертсем, ăсталăх сехечĕсем тата ытти те. Регионсен кунĕсене те палăртса хунă. Чăваш Ен раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче хăйĕнпе паллаштарать. Çак кун чăваш туйĕ пулать. Çавăн пекех республика куравра туризм, промышленноç, ял хуçалăх тата ытти енĕпе тунă çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕ. 

 

Екатерина Фомина, Надежда Александрова, Святослав Петров