Графика мелӗпе "чӗртсе" тӑратнӑ поезд - вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пекех. Унӑн чӳречисем ҫинче вара - ветерансен портречӗсем. Темиҫе кун "Ҫӗнтерӳ эшелонӗ" ВДНХ тӑрӑх ҫӳренӗ, юлашкинчен тӗп сцена патӗнче чарӑннӑ. Михаил Мелик-Агамалов режиссер каланӑ тӑрӑх, ӳнерҫӗсем 1945 ҫулта Белоруҫ вокзалӗн перронне килсе ҫитнӗ поезда сӑнланӑ. Мультимеди проектне 200 метрлӑ видеопанорама пулӑшнипе тунӑ. Тавралӑха вара ӳнерҫӗсем алӑпа ӑсталанӑ. Пурӗ 5 уйӑх тӑрӑшнӑ вӗсем. Панорамӑри кашни объект чӑн пурнӑҫри пекех. "Белоруҫ вокзалӗ" станцире 20 минут театр евер йӗркеленӗ представлени пычӗ. Вӗсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи 6 паттӑрла пулӑма халалланӑ. Вӗсен йышӗнче - Мускава хӳтӗлени, Севастополе ирӗке кӑларни, «Ҫамрӑк Гварди» паттӑрлӑхӗ, Сталинград ҫапӑҫӑвӗ, Ленинград блокади тата Сӑр хӳтӗлев чиккине туни. Ҫавна май тӗрлӗ регионти артистсем хӑйсен постановкисене хатӗрлесе килнӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисен ӗҫ паттӑрлӑхне кӑтараткан программӑпа паллштарчӗ.
Постановка 3 хӗрарӑм шӑпи ҫинчен. 41-мӗш ҫулта вӗсем ҫамрӑк пулнӑ. Ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе хӑйсем ҫине пысӑк яваплӑх тиенӗ - шартлама сивӗре окопсем чавнӑ.
Чуна пырса тивекен историсем, чӑн пурнӑҫри пек картина - кашни куракана тыткӑнларӗ. Ҫӗнтерӳ мӗнле хакпа туптаннине туйса илме пулӑшрӗ.
Надежда Александрова, Елена Михайлова, Николай Марков