«Раҫҫей чӑваш пики» Тутарстанра пурӑнать

Халӑхпа пӗрле халӑхшӑн. Шупашкарта Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канашӗн кӑҫалхи ларӑвӗ иртрӗ. Ҫавӑн пекех пӗрлешӳ хастарӗсем йӑлана кӗнӗ "Раҫҫей чӑваш пики - 2023" конкурса пӗтӗмлетрӗҫ.

Кун хыҫҫӑн кун, эрне, уйӑх, ҫавӑн пекех ҫулталӑк та хыҫа юлать. Иртсе пыракан ҫул та ҫӑмӑл пулмарӗ. Пирӗн халӑх вара йывӑр вӑхӑтра яланах ҫӗршывпа, фронтпа пӗрле пулнине ҫирӗплетрӗ. Чӑваш наци конгресӗнче тӑрӑшакансем ҫак ӗҫре уйрӑмах пысӑк хастарлӑх кӑтартрӗҫ. Тӗрлӗ комитет пайташӗсем пӗрле пухӑнса ҫар операцийӗнчи салтаксене пулӑшас тӗллевпе хӳтлӗх каррисемпе окоп ҫуртисем хатӗрлерӗҫ, апат-ҫимӗҫпе вӑрҫӑра кирлӗ хатӗр-хӗтӗр пухрӗҫ, тӗрлӗ тӑрӑхра патриотла концертсем ирттерчӗҫ тата ытти те. Уйрӑмах хастаррисем ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан регионсене те ҫитсе килнӗ. Николай Угасловпа Павел Вязов вице-президентсем вара фронта хӑватлӑ машинсем те ӑсатнӑ. Ҫавӑн пекех Телейлӗ ачалӑх тата Вӗрентекенпе ӑс-хакӑл паракан ҫулталӑкне халалласа конгресс вуншар курӑмлӑ ӗҫ туса ирттернӗ. Йӑлана кӗнӗ фестиваль-конкурссене те ҫӳллӗ шайра йӗркеленӗ. Вӗсем ҫинчен калакан отчета Валерий Клементьев президент видеосюжетсемпе пуянлатрӗ. Конгресс ӗҫне массӑллӑ хыпарлав тытӑмӗнче ҫутатас ӗҫре тӑрӑшакан курӑнман фронт хастарӗсем вара пухура тав хучӗсене тивӗҫрӗҫ.

Конгресс ӗҫне культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский та ырласа калаҫрӗ. Обществӑлла пӗрлешӳ культура министерствин сылтӑм алли пулнине ҫирӗплетсе - Эсир эпир пултарайман ӗҫсене те пысӑк яваплӑха туйса пурнӑҫлатӑр,- терӗ. Сцена ҫине конгресӑн тӗрлӗ регионти уйрӑмӗсен ертӳҫисем, хастар пайташӗсем тухрӗҫ. Чӑвашлӑх аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене хускатрӗҫ. Пӗрлешӗве кӑҫал ҫеҫ хутшӑннӑ Кабарда-Балкар республикинчи пайташ Алена Чернова Валерий Леонидовича папахӑпа бурка тӑхӑнтартса ячӗ. Мӑн Канаш ларӑвӗ хыҫҫӑн хӑнасем конгресс йӗркелекен "Раҫҫей чӑваш пики - 2023" конкурсра савӑнчӗҫ.

Конкурса 18 пике хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Пурте уява хатӗрленсе сӗтел тулли аш-пӑш, юр-вар тата ытти чӑваш апачӗ хатӗрленӗ.

Хӑнасене техемлӗ ӗҫме-ҫимене астивтерсе шӑрттансемпе сӑйланӑ хыҫҫӑн уяв сцена ҫине куҫрӗ. Чӑваш Ен хӗрӗсемпе пӗрлех кунта Чӗмпӗр, Тутарстан тата Пушкӑрт тӑрӑхӗсенчен килнӗ чиперккесем хӑйсемпе тӗплӗнрех паллаштарчӗҫ.

Пикесем 5 тӗрлӗ тупӑшура ӑмӑртрӗҫ. Тӗрлӗ пултарулӑхри ӑсталӑхӗпе илемне, ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗпе тараватлӑхне, сӑпайлӑхне кӑтартрӗҫ. Тӳресем чылай канашланӑ хыҫҫӑн пӗр шухӑшлӑ пулса "Раҫҫей чӑваш пики" ята Тутарстан хӗрне Юлия Еремеевана пама йышӑнчӗҫ. Хусанта чӑваш ҫамрӑкӗсен ушкӑнне ертсе пыракан пике кӑҫал ҫакӑн евӗр ытти конкурсра та палӑрнӑ. 

Алексей Енейкин, Артур Галкин, Евгений Данилов, Александр Герасимов