"Профессире чи лайӑххи" конкурсӑн регионти ҫӗнтерӳҫисем финалта 25 номинацире ӑмӑртӗҫ. Пӗрремӗш тупӑшу утӑ уйӑхӗн 21-мӗшпе 22-мӗшӗнче Мордва республикинче иртӗ. Хӑйсен ӑсталӑхне агрономсем, сыр пӗҫерекенсем, ветеринари фельдшерӗсем кӑтартӗҫ. Чӑваш Ен чысне унта ял хуҫалӑхӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче тӑрӑшакан Инга Иванова тата сыр пӗҫерекен Олеся Васина хӳтӗлӗҫ. Пирӗн республика конкурса ҫулленех хастар хутшӑнать. Кӑҫал 18 номинаципе суйлав тапхӑрне йӗркеленӗ, ку ҫӗршывӗпе иккӗмӗш кӑтарту. Регионта мала тухнисем халӗ Раҫҫей шайӗнче те профессире чи лайӑххи пулас тӗллевлӗ.
Олег Николаев рабочи профессисен сумне ӳстерес тӗлӗшпе Чӑваш Енре тӗллевлӗ ӗҫленине палӑртрӗ. "Шкул-колледж-предприяти" - пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнура тӑраҫҫӗ. - Конкурс ҫӗнтерӳҫисем паян хӑйсем ҫамрӑксене вӗрентеҫҫӗ, ҫакӑ та пирӗншӗн питӗ паха, - терӗ Олег Николаев. Сӑмахран, сыр пӗҫерекен Ольга Кошелева тата Александр Гониашвили повар кӑҫал конкурсӑн регионти эксперт комиссийӗн йышне кӗнӗ. Ӑсталӑх тупӑшӑвӗ предприятисемшӗн те кӑсӑк. 74 организацирен 160 ытла ҫын хутшӑннӑ унта. Кӑҫал Чӑваш Ен федераци шайӗнчи тӑватӑ тупӑшӑва йышӑнӗ. Шупашкара авӑн уйӑхӗнче бульдозер, экскаватор машинисчӗсем, каменщиксемпе отделка ӗҫӗсен маҫтӑрӗсем килӗҫ.
Екатерина Фомина








