Малтикас Ялтӑра кунне чылайӑшӗ чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ ентешсем те уявран юлмаҫҫӗ, пӗлеш-тӑванне, тус-юлташне курма васкаҫҫӗ. Ҫапла пысӑк йышпа ял уявӗнче ҫеҫ пухӑнаҫҫӗ-ҫке!
Кӑҫалхи уяв 800-е яхӑн ҫынна пуҫтарчӗ. Хӑнасене тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ малтикасялтӑрасем. Апат пӗҫерекенсем ирхи виҫҫӗрех ӗҫе пикеннӗ, вучах чӗртсе янӑ. Мӑн хурансенче шӳрпе вӗрет, хашлама пиҫет. Чӑваш йӑли-йӗркипе вӗретнӗ сӑрине те тутанса пӑхма сӗнчӗҫ уява килнисене.
Хӑнасем кӳршӗ ялсенчен те ҫитнӗ саламсемпе. Пӗлеҫҫӗ, малтикасялтӑрасем уява кашнинчех ҫӳллӗ шайра йӗркеленине. Кӑҫал та вырӑнти хастарсем тӑрӑшсах хатӗрленнӗ. Тӑрӑ витсе тӗпеле хӑтлӑлатнӑ, сценӑна ҫӗнетнӗ. Асӑнмаллӑх сӑн ҫапӑнмалли вырӑн та йӗркеленӗ.
Кӑҫал малтикасялтӑрасем тӗрлӗ патшалӑх программине хутшӑнса чылай курӑмлӑ ӗҫ тунӑ - вулавӑша ҫӗнетнӗ, вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ палӑка йӗркене кӗртнӗ, астӑвӑм стенине уҫнӑ. Ял пуласлӑхӗшӗн ҫунакан хастарсене сцена ҫине чӗнсе чысларӗҫ. Чылай ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене те, ҫавра ҫулне уявлакансене те асӑнмаллӑх парнесемпе савӑнтарчӗҫ.
Тӗрлӗ вӑйӑра палӑрнисене вара ятарлӑ билетсемпе тивӗҫтерчӗҫ - вӗсем тирта пӑшалтан тӳлевсӗр пеме, сап-бордпа тата тӗрлӗ аттракционма ярӑнма май пачӗҫ. Хастарсем кашни ҫулах мӗн те пулин кӑсӑкли шутласа кӑлараҫҫӗ.
Мӗнле уяв чаплӑ концертсӑр! Малтикасялтӑрасене саламлама кӳршӗ ялсенчи юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсемпе чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем ҫитрӗҫ. Ял уявне кунта 4-мӗш ҫул ӗнтӗ нимелле хатӗрлеҫҫӗ. Спонсорсене те явӑҫтараҫҫӗ. Ҫитес ҫул та туслӑ йышпа пухӑнма, пуҫарнӑ ырӑ йӑлана тӑсма палӑртаҫҫӗ.
Вероника Павлова