Пысӑк йышпа ачасене воспитани пама та, обществӑлла ӗҫе хутшӑнма та ӗлкӗреҫҫӗ

Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе ҫӗршывра 2024-мӗш ҫула "Ҫемье ҫулталӑкӗ" тесе йышӑннӑ. Ытти регионпа танах Чӑваш Енре те ҫак пулӑма пысӑк уявпа пуҫласа кӗтсе илчӗҫ. "Ҫемье вӑл - телей" республикӑри форумра нумай ачаллисене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен кил-йышне, ашшӗ-амӑш пӗрлешӗвӗсене - пурӗ 350 ҫемьене - пысӑк тимлӗх уйӑрчӗҫ.

Филармони залӗнчи уявӑн тӗп хӑнисем пулса тӑнӑ ҫемьесене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Патшалӑх Думин председателӗн ҫумӗ Анна Кузнецова  саламларӗҫ. Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн пысӑк йыш ҫитӗнтерекен ашшӗ-амӑшне сумлӑ наградӑсемпе чысларӗҫ. Вӑл шутра "Ача амӑшӗ-героиня" ята тивӗҫнисем пулчӗҫ. Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Мария Николаевнӑпа Иван Анатольевич Кузнецовсен 11 ача. 2020-мӗшӗнче вӗсем республика шайӗнчи "Ҫулталӑк ҫемйи" конкурсра ҫӗнтернӗ. Кузнецовсем - хастар та пултаруллӑ, ачисем  хулари, республикӑри ӑмӑртусенче маттур, Ывӑлӗ Андрей халӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнче.

Улатӑрти Силищевсем те ҫак кун сцена ҫине тухма тивӗҫ пулчӗҫ.  Татьяна Ивановнапа Василий Гаврилович ҫурт тулли ача-пӑчаллӑ. 13-шӗнчен паянхи кун тӑван килтен уйрӑлса тухса хӑйсен ӑшӑ йӑвине ҫавӑрнисем те пур. 5 ачи пултарулӑхне музыка тӗлӗшӗнчен аталантарать, ҫитӗнӗвӗсене юрӑ-кӗвӗ конкурсӗсенче чысласа панӑ наградӑсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Силищевсен ывӑл-хӗрӗ чиркӳ хорӗнче юрлать. Татьяна Ивановна упӑшкипе пӗрле йывӑр лару-тӑрури ҫемьесене пур енлӗн пулӑшма тӑрӑшать. "Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ" орден медалӗпе Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче пурӑнакан Чабаевсене чысларӗҫ. 20 ҫул шӑкӑл-шӑкӑл пурӑнакан мӑшӑр ҫунат айӗнче 6-ӑн ӳсеҫҫӗ. Ҫемье пуҫӗ - чӑн-чӑн пурнӑҫ ҫынни, ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшать, килте картиш тулли выльӑх усраҫҫӗ. Мӑшӑрӗ Буинскри вӑтам шкулта 22-мӗш ҫул ачасене вӗрентет.

Сцена ҫине "Раҫҫей ҫемйисем" премие тивӗҫнӗ Алексеевсем те тухрӗҫ. Вӗсем 2021-мӗш ҫулта "Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ" орден медальне тивӗҫнӗ. 13 ҫул пурнӑҫ сукмакӗпе алла-аллӑн утакан мӑшӑр килӗшӳпе ӑнланура 6 ача ӳстерет. Ҫемьесем, уйрӑмах нумай ачаллӑ йышсем - республика, ҫӗршыв малашлӑхӗ тесе палӑртрӗҫ уявра. Вӗсен умӗнчи ҫулсене ӳлӗмрен те уҫса пыма, пур енлӗн пулӑшма шантарчӗҫ.

Пысӑк йыша воспитани пама та, обществӑлла ӗҫе хутшӑнма та ӗлкӗрет хастар ашшӗ-амӑшӗ. Уявра шӑпах тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑ, чӑннипех тӗслӗхлӗ ҫемьесемпе паллашма, курса калаҫма май пулчӗ. Шупашкар тӑрӑхӗнчи Семеновсем, сӑмахран, нумай пулмасть Мускавра иртнӗ форумра Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ, тӑван республикӑпа тивӗҫлӗн паллаштарнӑ. Ачисенче пур тӗрлӗ енлӗ ӑсталӑха аталантарма пулӑшать ашшӗ-амӑшӗ, тӑрӑшнин кӑтартӑвне курса хӑйсем те хавхаланаҫҫӗ.

Фойере йышлӑ ҫемьесем хӑйнеевӗрлӗ курав хатӗрленӗ. Уява Вӑрмар тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ Егоровсем несӗлӗсенчен сыхланса юлнӑ тупрана типтерлӗн упраҫҫӗ. Асламӑш арчинче ҫитӗнекен ӑру валли те кӑсӑкли нумай. Ҫапла майпа ывӑл-хӗрӗ пӗчӗкренех тӑван халӑх культурипе паллашать, авалхине пӗлсе малашлӑха утать.

Ҫемье ҫулталӑкне уҫма хутшӑннисене илемлӗ концерт программипе савӑнтарчӗҫ.

Алиса Александрова, Андрей Шоклев.