Пысӑк тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме хавхалантаракан тапхӑр

Чӑваш Республикинче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗршыври Педагогпа наставник ҫулталӑкне уҫрӗҫ. Ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ уява 500 яхӑн вӗрентекен хутшӑнчӗ. 

Паллӑ пулӑма халалласа йӗркеленӗ ӗҫ-пуҫа педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, тава тивӗҫлӗ учительсем, тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем, вӗрентекенсен династийӗсем килсе ҫитнӗ. Вӗсене малтанах видео мелӗпе Раҫҫей ҫут ӗҫ министрӗ Сергей Кравцов саламларӗ. Республика ертӳҫи уява уҫнӑ май, кӑҫалхи ҫул пирӗн республикӑшӑн тепӗр паллӑ пулӑмпа - чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнипе пӗлтерӗшлӗ пулнине каларӗ. Ҫакӑ та педагог ҫулталӑкӗпе тачӑ ҫыхӑнура тӑнине палӑртрӗ. Вӗрентекенсен ӗҫ майӗсене лайӑхлатас, шкула ҫамрӑк специалистсене ытларах явӑҫтарас ыйтӑва малашне те пысӑк тимлӗх уйӑрассине пӗлтерчӗ Олег Николаев. Уявра вӗренӳ ӗҫӗнче палӑрнисене патшалӑх наградисем парса хавхалантарчӗҫ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов