Ксения Иванован кондитер ӑсталӑхӗ тӗрлӗ енлӗ. Пылак ҫимӗҫ пӗҫерес ӗҫре вӑл 11 ҫул тӑрӑшать. Десертсем хатӗрлессинчи кашни тапхӑра лайӑх пӗлет. Уншӑн чуста хурасси те, ӑна пӗҫересси те, тортсене илемлетесси те йывӑрлӑх мар. Вӑл шутра шӑккалатран тӗрлӗ хурӑмсем тума юратать. "Ӗҫе кӑмӑлламасан маҫтӑр пулма йывӑр. Хавхалану кирлӗ", - тет вӑл.
Ӑсталӑхшӑн Ксения "Чӑваш Енӗн маҫтӑр-кондитерӗ" хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Сӑмах май, "Планета" пӗрлешӳре 16 пултаруллӑ специалист «ҫитӗнтернӗ». 8-шӗ - республика шайӗнче, тепӗр 8-шӗ Раҫҫейри "мастер-кондитер" ята илнӗ. Вӗсем тӑтӑшах тӗрлӗ ӑсталӑх конкурсне хутшӑнаҫҫӗ. "Планетӑн" ҫитӗнӗвӗ сахал мар: Раҫҫейри чемпионатсен 19, ҫывӑхри ҫӗршывсен 5 награди пур. Ҫавӑн пекех 8 хутчен тӗнче тата Европа чемпионачӗсенче малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ.
Чӑнах та, кондитерӑн хӑйне евӗр ӳнерҫӗ те пулмалла. Пылак ҫимӗҫ малтан илемлӗхӗпе тыткӑнламалла, унтан - тутипе. Республикӑра шӑпах ҫавӑн пек ӑстасем пулни савӑнтарать.
Оксана Верликова, Диана Иванова, Дарья Паскарюк, Димитрий Макаров