Пушара хирӗҫ кӗрешекенсем уявсем умӗн хӑрушсӑрлӑх йӗркине аса илтереҫҫӗ

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑри ҫут ҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ 46 пушар пулнӑ. Вӑрманпа уй-хир, сад-пахча ҫуннӑ тӗслӗхсем Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Шупашкар районӗсенче тата тӗп хулара шута илнӗ. Ҫуркунне ытларах ӑпӑр-тапӑрпа типӗ курӑк чӗртни инкек патне илсе ҫитерет. Ҫакӑн пирки ҫынсене асӑрхаттарас тесе пушар хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем тӗп хулари дачӑсен хуҫисемпе тӗл пулса калаҫрӗҫ.

Республика Правительстви ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен Чӑваш Енре пушартан асӑрханмалли уйрӑм йӗрке ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май инспекторсем дача хуҫисене вут-ҫулӑмран сыхланмалли ансат йӗркесем пирки аса илтерчӗҫ. "Заря" сад юлташлӑхӗнче ӑпӑр-тапӑр пӑрахмалли савӑтсем пур. Дача хуҫисем вӗсем ҫак тапхӑрта уйрӑмах кирлине палӑртаҫҫӗ. Шупашкарта 14 сат-пахча пӗрлешӗвӗ вӑрмансем ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Инспекторсем вӗсенчен 2-шӗнче пулчӗҫ. Ландшафт пушарӗсем ытларах чухне ӑпӑр-тапӑр, типӗ курӑк ҫунтарнипе, чӗлӗм тӗпне сӳнтермесӗр пӑрахнипе пулаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫакӑншӑн 14 протокол ҫырса административлӑ явап тыттарнӑ. Йӗркене пӑсакан граждансене 2 пинрен пуҫласа 4 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене 15 пинрен пуҫласа 30 пин таран, предприяти-организацисене 200 пинрен пуҫласа 400 пин тенкӗ таран штрафлаҫҫӗ. 

Алена Артемкина, Людмила Майкова, Вадим Владимиров