Старта тухиччен - инструктаж. Пушар сӳнтерекенсен хӑнӑхтарӑва хӑвӑрт, ҫав вӑхӑтрах йӑнӑшсӑр тумалла. Ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫессишӗн республикӑри хуласемпе округсенчен ҫитнӗ 19 ушкӑн тупӑшать. Мурманск облаҫӗнчен Шупашкара икӗ эрнелӗхе тренировкӑна килнӗ "Северный флот" команда та хӑйне тӗрӗслесе пӑхма кӑмӑл тунӑ. Сӑмах май, ун йышӗнче - пирӗн икӗ ентеш. Егор Келин - Улатӑртан. Ҫак спортпа ун ҫемйи тахҫантанпах туслӑ. Ашшӗ 2004-мӗш ҫултанпах пушар чаҫӗнче ӗҫлет. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл та ҫак ӑмӑртусене пӗрре мар хутшӑннӑ. Егор шӑллӗ те пушарпа ҫӑлав спортӗнче ҫитӗнусем тӑвать. Чемпионата хутшӑнакансем икӗ дисциплинӑра вӑй виҫрӗҫ.
100 метрлӑ дистанцире темӗн тӗрлӗ чӑрмава парӑнтарма тиврӗ: икӗ метр ҫӳллӗш хӳме урлӑ сиксе каҫмалла, кашта тӑрӑх чупмалла, унпа пӗрлех шыв пӑрӑхӗсене тӗрӗс те хӑвӑрт сыпӑнтармалла. - Спортпа туслӑ пулни пирӗн ӗҫре ҫав тери пӗлтерӗшлӗ, - теҫҫӗ пушар сӳнтерекенсем.
Чемпионатра пусмапа тӑваттӑмӗш хута хӑпарма пултарнине те тӗрӗслерӗҫ. Кунта хӑюлӑх та, ҫаврӑнӑҫулӑх та кирлӗ. Ҫакна туптама кулленхи тренировка пулӑшать. Патӑрьел тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ Сергей Михайлов республикӑри пушара хирӗҫ кӗрешекен служба ушкӑнӗн чысне хӳтӗлет.
Хӗрӳ тупӑшура Чемпионат кубокне Шупашкарти 6-мӗш пушар чаҫӗн ушкӑнӗ ҫӗнсе илчӗ. Ку ӑмӑртура ҫитӗнӳ тунисем Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командин йышне кӗрӗҫ. Ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче Шупашкарта Атӑл тӑрӑхӗнчи федераци округӗн чемпионачӗ пулать.
Екатерина Фомина, Святослав Петров








