Пурте пӗр тӗллевпе - ҫӗнтерӗве ҫыхартас тесе тӑрӑшаҫҫӗ

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене пулӑшас ыйтӑва волонтёр ушкӑнӗсемпе организацисен ертӳҫисем Республика Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа сӳтсе яврӗҫ. Тӗл пулу Наци музейӗнче иртрӗ. 

Республика Пуҫлӑхӗ салтаксене тӗрев панӑшӑн волонтёрсене тав турӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа вӗсем пурӗ 150 миллион тенкӗлӗх гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. 

Ҫав шутра ҫапӑҫу хирӗнче кирлӗ тӗрлӗ хатӗр - квадрокоптерсем, тепловизорсем, дронсене хирӗҫ кӗрешмелли пӑшалсем, генераторсем тата ытти те. Волонтёрсем фронтри ентешсемпе тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ, мӗн кирлине вӑхӑтра ҫитерсе пама тӑрӑшаҫҫӗ.

Ольга Владимирова икӗ ҫул каялла "ВКонтакте" социаллӑ сетьре "Чӑваш наци полкӗ" ятпа ыр кӑмӑллӑх ушкӑнне йӗркеленӗ. 

Ырӑ ӗҫе хутшӑнакансен йышӗ пысӑк. Республикӑри тӗрлӗ предприяти-организаци, обществӑлла пӗрлешӳсем, усламҫӑсем хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. Хастарсем пӗрле пухӑнса хӳтлӗх каррисем ҫыхаҫҫӗ, ҫуртасем, апат-ҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ. 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пурте пӗрле кар тӑрсан пулӑшу тата тухӑҫлӑрах пулассине палӑртрӗ. Ҫакнашкал тӗлпулусене волонтерсемпе уйӑхра пӗрре йӗркелеме калаҫса татӑлчӗҫ. Сӳтсе явмалли ыйтусем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Сӑмахран, хальхинче волонтерсем коптерсене пусармалли комплекс производствине йӗркелеме сӗнчӗҫ, грант пулӑшӑвӗпе усӑ курмалли майсем пирки пӗлчӗҫ. 

Пухӑннисем Наци музейӗнче ятарлӑ ҫар операцине халалланӑ "Родина ZA нами" куравпа та паллашрӗҫ. Салтаксемпе волонтерсем тӑрӑшнипе вӑл экспонатсемпе пуянлансах пырать. Руслан Валиуллин полковник Украина ҫарӗн квадрокоптерне ҫитерсе пачӗ. Ӑна пирӗннисем шӑпах республика парнеленӗ пӑшалтан персе антарнӑ. Ҫавӑн пекех волонтерсем музея шевронсем, сӑн ӳкерчӗксем, ҫапӑҫу хатӗрӗсем хумалли ещӗк, салтаксен саламӗллӗ чӑваш ялавне парнелерӗҫ. 

Екатерина Фомина, Елена Михайлова, Михаил Солин