Пурте ҫӗнтерӳ пуласса ӗненеҫҫӗ

Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсем валли - черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ. Хальхинче Етӗрне хулинчен виҫӗ ҫар чаҫне тӗрлӗ хатӗр, апат-ҫимӗҫ, ҫи-пуҫ ӑҫатрӗҫ. Ку вӑл 95-мӗш гуманитари конвойӗ пулчӗ. 

Салтаксем валли пулӑшу хатӗрлеме тӗрлӗ ялта пурӑнакансем хутшӑннӑ. Етӗрне администрацийӗпе кунти предприятисем тӑрӑшнипе ҫул ҫук ҫӗрте те ҫӳреме пултаракан УАЗ машин, унсӑр пуҫне тепӗр 4 автомобиль, квадроциклпа хӳтлӗх каррисем фронта ӑсатма хатӗрленӗ. Ҫапӑҫӳ хирӗнче вӗсем кулленех кирлӗ пулӗҫ. Машинсем шанчӑклӑ, кал-кал ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене ятарласа фронт валли сӑрласа йӗркене кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех салтаксем валли 20 кубла метр хӑма-йывӑҫ, строительство материалӗсемпе гидроизоляци, тимӗр кӑмакасем ӑсатрӗҫ. Гуманитари пулӑшӑвне пухнӑ хастарсем Республика Пуҫлӑхне Олег Николаева фронт валли мӗн хатӗрленине кӑтартрӗҫ. Йӳҫпан ялӗнчи волонтерсем пахча-ҫимӗҫ тураса типӗтеҫҫӗ, ҫуртасем хатӗрлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем Пӗрҫырлан ялӗнчи хӗрарӑмсемпе тӗрлӗ ҫи-пуҫ ҫӗлеҫҫӗ. 

Волонтерсем салтаксемпе ҫыхӑну тытсах тӑраҫҫӗ. Вӗсене мӗн кирлӗ - ҫавӑнпа тивӗҫтерме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫанталӑк сивӗтсе пынӑ май ӑшӑ тум-тир ҫӗлеҫҫӗ, алсиш-нуски ҫыхаҫҫӗ. 

Салтаксем валли шыв, урапасем, ӗҫ хатерӗсем, апат-ҫимӗҫ те парса ячӗҫ. Етӗрне тӑрӑхӗнче ҫар операцийӗнче неонацизма хирӗҫ ҫапӑҫакансене пулӑшакан волонтерсен 28 ушкӑнӗ ӗҫлет. Пурте ҫӗнтерӳ пуласса кӗтеҫҫӗ, ӗненеҫҫӗ. "Эсир фронта усӑ тӑватӑр, салтаксене хавхалантаратӑр", - терӗ Олег Николаев. Вӑл гуманитари пулӑшӑвне пухма хутшӑннӑ 4 хастара: Евгений Усова, Дмитрий Александрова, Павел Павлова тата Валерий Григорьева тав хучӗсем парса чысларӗ. 

Алена Артемкина, Виктор Степанов