Пурне те пӗр тӗллев - ҫӗнтерӗве ҫывхартасси пӗрлештерет 

Республикӑран ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксем валли черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ. Чӑваш Енри хастарсем пуҫтарнӑ 39-мӗш тиев пулчӗ ҫакӑ. 

Пулӑшӑва пуҫтарма тӗрлӗ округри волонтерсен ушкӑнӗсем, "Пӗрле" фонд, предприятисемпе уйрӑм ҫынсем хутшӑннӑ. Салтаксем валли автомашинсем, тимӗр кӑмакасем, апат-ҫимӗҫ, ӑшӑ тум-тир, куллен кирлӗ япаласем, хӳтӗлев каррисемпе окоп ҫуртисем тата ытти те хатӗрленӗ. Ҫакна йӑлтах чӑваш полкӗнчи ентешсем патне ҫитерӗҫ. Фронта пулӑшас ӗҫе республикӑн кашни кӗтесӗнчех йӗркеленӗ. Вӑрнарсем те пӗр "Газель" япала тиесе килнӗ. 

Фронтра автомашинсем, чӑнах та, пысӑк тӗрев. Ҫакна шута илсе Шӑхасанти волонтерсен ушкӑнӗ хастарсем пулӑшнипе "Нива" автомобиль хатӗрленӗ. Вӑл пӗлтӗр ҫулла вӑрҫӑ хирӗнче пулма ӗлкӗрнӗ те. Ун хыҫҫӑн ӑна каялла илсе килнӗ. Халӗ ӑна тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн каллех салтаксем патне ҫитереҫҫӗ. 

Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кунсӑр пуҫне тата тепӗр гуманитари пулӑшӑвӗ хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна хӗрӳ вырӑна Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин уявӗ умӗн яма палӑртаҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Игорь Ульянов