Андриян Николаев ячӗллӗ 10-мӗш шкул кӑҫал 60 ҫул тултарчӗ. Ҫак хушӑра кунта 3-4 ӑру улшӑнма ӗлкӗрнӗ. Халӗ пӗлӳ ҫуртӗнче 1200 ача ӑс пухать. Вӗсем пуласлӑхри пӗлӳ ҫурчӗн шӑпине палӑртаҫҫӗ. Ҫитес ҫул Федераци программи пулӑшнипе шкулта 92 млн тенкӗлӗх юсав ӗҫӗсем туса ирттермелле. Ҫурт ҫамки, тӑрри, классемпе коридорсем, спорт тата акт залӗсем, апатлану пӳлӗмӗ тӗпрен ҫӗнелӗ. Ҫавӑн пекех шыв, электричество тата сывлӑша уҫӑлтармалли тытӑмсене улӑштармалла. Шкулӑн сӑн-сӑпачӗпе ӑш-чиккине ачасен курӑмне шута илсе ҫӗнетӗҫ. Ку тӗллевпе кунта "Юсав хыҫҫӑнхи шкул" ятпа ятарлӑ курав та йӗркеленӗ. Ҫак ӳкерчӗксене пӗтӗмпех шкул ачисемпе ашшӗ-амӑшӗ сӑрласа илемлетнӗ. Ӗҫсемпе Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров паллашрӗ. Ырӑ шухӑша мухтанӑ май пулас юсава халалласа ӳкерчӗксен конкурсне ирттерсен тата аванрах пулмаллине палӑртрӗ.
Алексей Енейкин, Вадим Владимиров