Пурнӑҫри пӗрремӗш бал

Пӗтӗм Тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун Хӗрлӗ Тӳремри уяв Шупашкарти сатиксене ҫӳрекенсене пӗрле пуҫтарчӗ. Кӑҫал шкул партти хушшине ларма хатӗрленекен 2 пин ытла ача, воспитательсем ташша тухрӗҫ. 

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ уява хутшӑнакансене ӑшӑ та хӗвеллӗ ҫанталӑкпа савӑнтарчӗ. Ташӑҫсене пӗр иккӗленмесӗр ҫӑмӑл та капӑр тумсемпе куракан умне тухма май туса пачӗ. Ача сачӗпе сывпуллашса пурнӑҫри тепӗр тапхӑра куҫакансене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. Шкул умӗнхи учрежденисене ҫӳрекенсен балӗ пирӗн республикӑра 2016-мӗш ҫултанпа иртет. Ҫак хушӑра унта хутшӑнакансен йышӗ 200-тен 2 пине ҫитнӗ. Балра ташлама тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑ ачасем тивӗҫеҫҫӗ. Кӑҫал акцие хутшӑнакансем вальс, полонез, полька ташларӗҫ. 

Алиса Александрова, Михаил Солин