Пурнӑҫра мӗн пур ырришӗн тав сӑмахне тивӗҫ

Чӑваш Енре Аннесен кунне пур хулапа округра та паллӑ турӗҫ. 

Аннесен уявӗ Елчӗкри культура ҫуртӗнче кашни ял тӑрӑхӗн чи хастар хӗрӗсене, пултаруллӑ аннесемпе асаннесене, вашават кукамайсене пухрӗ. Кашниех ырми-канми тӑрӑшса тӑван тӑрӑх аталанӑвӗнче тата тивӗҫлӗ ӑру ӳстерессинче вӑй хунӑ. Пухӑннисене малтанах вырӑнти хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Лариса Васильева тата Елчӗк тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Марина Павлова саламларӗҫ.

Кил ӑшшине упранипе пӗрлех хӗрарӑмсем чӑн-чӑн хӳтӗлевҫӗсене, ҫӗршыва сыхлакансене ҫуратаҫҫӗ. Тӗпренчӗкӗсем тӑван килтен тухса кайсан та, кашнинех чӗрере упраса, вӗсемшӗн Турра кӗл туса пурӑнаҫҫӗ, хӑнана кӗтеҫҫӗ.

Елчӗк Ен ентешлӗхӗн хастарӗсем аннесене пурнӑҫри мӗн-пур ырришӗн чӗререн тав турӗҫ. Вӗсен кулленхи пурнӑҫри тивӗҫне палӑртса асра юлмалӑх парнесемпе чысларӗҫ.

Елчӗк тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе культурӑна упраса аталантаракан пултаруллӑ ҫамрӑксем ҫитӗнеҫҫӗ. Ӗмӗртен ӗмӗре пынӑ пуянлӑха пӗтме парас марччӗ теҫҫӗ.

Ҫак пархатарлӑхра та хӗрарӑмӑн тӳпи калама ҫук пысӑк. Малашне те ҫаплах пулӗ. Уяв каҫӗнче пикесемпе кинемейсене Елчӗк ҫӗрӗн паллӑ артисчӗсем тав туса чаплӑ концерт парнелерӗҫ.

Алексей Енейкин