Пурӑннӑ чух пулман хисеп нумай ҫул иртсен ырӑ ятпа таврӑнать

Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗнче чӑвашсен пӗрремӗш геологӗ пулнӑ Иосиф Илларионова асӑнса хисеп хӑми вырнаҫтарчӗҫ. Паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа кӑҫал 125 ҫул ҫитрӗ.

Иосиф Кузьмич Илларионов Ҫырмапуҫ ялӗнче йышлӑ ҫемьере ҫуралнӑ. 11 ҫула ҫитсен ялти тин уҫӑлнӑ шкула кайнӑ. Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен вӗрентекен пулса килнӗ Трубина Мархфи ҫыравҫӑн пӗрремӗш вӗренекенӗ пулса тӑнӑ. 4 ҫул пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Бичурин шкулне вӗренме кӗнӗ. Анчах та 1-мӗш тӗнче вӑрҫи пуҫлансан Иосиф ӗҫ шыраса Хусан хулине тухса каять. Ҫар госпиталӗнче санитарта тӑрӑшать, унтан Атӑл тӑрӑх ҫӳрекен пӑрахут ҫинче матрос пулса ӗҫлет. Ятарлӑ хаҫат ҫырӑнса килӗнчех гимнази пӗлӗвне илет. Хусанта экзамен тытса вӗрентекен пулса тӑрать. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчех вӑл салтака кайнӑ. Революци хыҫҫӑн килне таврӑннӑскере мобилизацие лексе ҫӗнӗрен салтак атти тӑхӑнма тивнӗ. Хӗрлӗ ҫар ретне тӑрса граждан вӑрҫине хутшӑннӑ вӑл. Ураран аманса госпитальте сипленнӗ хыҫҫӑн Мускаврах хӗсметре юлнӑ, институтра пӗлӳ илнӗ.

Иосиф Илларионов геологипе минералоги наукисен кандидачӗ пулса Чӑваш Енре геологи ӗҫне пуҫарса яраканӗ пулнӑ. Ҫӗр айӗнчи шывсен пахалӑхне, фосфолитсемпе ҫунакан сланецсене тата ытти пуянлӑха тӗпчесе ҫут ҫанталӑк пурлӑхӗсен картине хатӗрленӗ, энергетика аталанӑвӗн никӗсне хывнӑ. 

Шупашкар ГЭСне тунӑ чух та проект хатӗрлекенсене Атӑла хӑш вырӑнта пӗвелесен аванрах пулнине Иосиф Илларионов кӑтартнӑ. Вӑл уҫнӑ ҫӗр айӗнчи пурлӑхсемпе вара тӗрлӗ промышленнӑҫра халӗ те анлӑ усӑ кураҫҫӗ. 

Чӑвашсен пӗрремӗш геологӗ ҫӗршыв шайӗнчех пысӑк хисепе тивӗҫнӗ. Анчах та ӑна халӑхра темшӗн аса илмен. Сӑпайлӑ ӑсчахӑн чӗри 1977-мӗш ҫулта тапма чарӑннӑ. Хӑй ыйтнӑ пекех ӑна тӑван ялӗнче пытарнӑ. Унӑн ырӑ ячӗ вара вилӗмсӗр ӗҫӗсене кура чылай ҫул иртсен ҫеҫ ҫӗкленме пуҫлать. 2017-мӗш ҫулта пуҫаруллӑ ентешӗсем тӑрӑшнипе Иосиф Кузьмич пурӑннӑ ҫурт ҫинче асӑну хӑми уҫнӑччӗ. Халӗ вара Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем тӑрӑшнипе ялти шкул ҫурчӗ ҫинче тепӗр асӑну палли уҫӑлчӗ. Ҫакӑн евӗр хисепе хальлӗхе ҫӗршыври 58 ӑсчах тивӗҫ пулнӑ. Иккӗшӗ пирӗн тӑрӑхран. Пӗри - Емельян Арчиков, халӗ вара Иосиф Илларионов.

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов