Пур енӗпе те хастар та пултаруллӑ 

Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енре пӗрремӗш хут Ял хӗрарӑмӗн кунне паллӑ турӗҫ. Ҫак уява халалласа "Берегиня села" конкурс йӗркеленӗ. Унӑн ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсене Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче чысларӗҫ. 

Вӗсем ял хуҫалӑхӗнче вӑй хураҫҫӗ, вӗренӳ, культура, медицина тытӑмӗнче тӑрӑшаҫҫӗ. Обществӑлла ӗҫре те хастар: ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтараҫҫӗ. Уяв ячӗпе пухӑннисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ.

Конкурса ялта икӗ ҫултан ытларах пурӑнакан е ӗҫлекен хӗрарӑмсем хутшӑнма пултарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 10 номинацире палӑртнӑ.   Вӗсене 100-шер пин тенкӗпе, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнакансене 10-шар пин тенкӗ парса хавхалантарчӗҫ. Тупӑшӑва республикӑри пур округ та хутшӑннӑ.

Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Екатерина Проходкина - 4 ача амӑшӗ. Вӑл пушӑ выртакан ҫӗр ҫинче кану вырӑнӗ йӗркеленӗ. Хӗрарӑм "Ҫӗр хуҫи" номинацире ҫӗнтерчӗ. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи аслӑ следователь тата юстици капитанӗ Кристина Рябчикова «Ҫирӗп кӑмӑл» номинацире премие тивӗҫрӗ. Вӑл халӑхпа час-часах тӗл пулать. Ҫынсене телефонпа шӑнкӑравлакан ултавҫӑсен серепине лекесрен сыхланмалли пирки аса илтерет. 

"Берегиня села" конкурса республикӑра йӑлана кӗртес тӗллевлӗ. 

Алена Артёмкина, Сергей Сорокин, Виктор Степанов.