Пултаруллӑ вӗренекенсен сӑнӗсемпе урамсене илемлетме йышӑннӑ

Чылай чухне, уйрӑмах хуласенче, кӳршӗсене палламастпӑр та, унта вара пултаруллӑ та маттур ачасем пурӑнма пултараҫҫӗ. Ҫакна шута илсе Чӑваш Енре ятарлӑ проект пуҫарнӑ.

Унпа килӗшӳллӗн тӑрӑшуллӑ ҫамрӑксен сӑнӗсене баннерсем ҫине вырнаҫтарӗҫ, вӗсем мӗнле ҫитӗнӳ туни пирки ҫырса кӑтартӗҫ. 

Владимир Федоров - каратист. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш шкулта вӗренет. Арҫын ача пилӗк ҫулта спортпа туслашнӑ та паян кун та ӑна пӑрахмасть. Ҫамрӑкӑн ҫитӗнӳ чылай. Хальлӗхе чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри - 2019-мӗш ҫулта Хусанта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри "Ак Барс Кубокӗ" турнирта мала тухни. Владимир - спорт мастерӗн кандидачӗ. Вӑл каратэ енӗпе Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче тӑрать. Спорта юратакан ҫамрӑксене фотографсем сӑнӳкерчӗҫ. Ача хӑш районта пурӑнать, ҫавӑнта ун пирки хыпарлакан баннера вырнаҫтарӗҫ. Хальлӗхе ку проект Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗҫлӗ. Ун хыҫҫӑн ҫак ӗҫе ытти районсене явӑҫтарӗҫ.

 

Алена Артемкина, Игорь Ульянов