2022-мӗш ҫулшӑн ҫамрӑксен патшалӑх премийӗсене илме 45 ӗҫ тӑратнӑ. Ятарлӑ комисси вӗсенчен 36-шне суйласа илнӗ. Вӗсен йышӗнче наукӑпа техника, вӗренӳпе воспитани, тӗпчев ӗҫӗпе ҫыхӑннисем, ҫавӑн пекех журналистика, культура, сывлӑх сыхлавӗ, спорт, волонтер юхӑмӗ тата ытти те. Пурӗ 11 тытӑмра ӳсӗм тунӑ ҫамрӑксене палӑртнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ хӑйӗн салам сӑмахӗнче Чӑваш Ен пуласлӑхӗ паянхи яш-кӗрӗмӗн аллинче, терӗ. Патшалӑх премине тивӗҫнӗ пултаруллӑ та хастар ҫамрӑксем вара ырӑ шанчӑк туйӑмне вӑйлатнине каларӗ. Наукӑпа техника сферинче патшалӑх премине "Экра ИТ" пӗрлешӳри Мария Убасевапа Алексей Федоров инженер-тӗпчевҫӗсене пама йышӑннӑ. Вӗсем электролини татӑлнӑ вырӑна тупма пулӑшакан тытӑм шутласа кӑларнӑ. Вӗренӳпе воспитани енӗпе Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсен ушкӑнне палӑртрӗҫ. Ҫак аслӑ шкултах вӗренекенсем литературӑпа культура, тавралӑха сыхлас тата волонтер ӗҫне аталантарас тытӑмсенче премие тивӗҫрӗҫ.
Лауреатсен йышӗнче пирӗн ӗҫтеш те пур. Вероника Павлова корреспондент Ҫамрӑксен премине "Герои среди нас" кӑларӑмшӑн тивӗҫрӗ. Унта вӑл ялсенче пурӑнакан пултаруллӑ, ырӑ ӗҫ тӑвакан ҫынсемпе паллаштарать. Тӗп геройсем тӗрлӗ професси ҫыннисем: вӗрентекенсем, тухтӑрсем, ҫӗр ӗҫченӗсем, ял хастарӗсем тата ыттисем те. Вӗсенчен ытларахӑшӗ - ҫамрӑксем. Кӑларӑма кӑсӑклӑ, хӑйнеевӗрлӗ тӑвас тесе пултарулӑх ушкӑнӗ республикӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитнӗ.
Ҫамрӑксен патшалӑх премине республикӑра 1996-мӗш ҫултанпа параҫҫӗ. Унтанпа 250 ытла хӗрпе каччӑ лауреат ятне тивӗҫнӗ. Чӑваш Енре хастар та пултаруллӑ ӑру ҫитӗнни савӑнтарать. Вӗсене патшалӑх енчен тимлӗх уйӑрни тата та тӑрӑшуллӑрах пулма, ҫитӗнӳсем тума хистет.
Диана Иванова, Виктор Степанов