Патшалӑх пулӑшӑвне вӗренӳ, тӗпчев, наука, пултарулӑх ӗҫӗсенче, спортра пысӑк ҫитенӳсем тунӑ 14 ҫултан пуҫласа 35 ҫулчченхи ҫамрӑксем тивӗҫеҫҫӗ. Ҫулсерен 1000 стипендиата суйласа илеҫҫӗ. Никольский ячӗллӗ колледжа тӑрӑшуллӑ 25 хӗрпе каччӑна йыхравланӑ. Вӗсенчен кашниех тӗрлӗ олимпиадӑра, конкурссенче палӑрнӑ е обществӑлла пурнӑҫра хастар. Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулта физкультура вӗрентекен Акулина Сергеева Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине 3-мӗш хут тивӗҫнӗ. Хӗр - республикӑри "Педагогика дебючӗ 2023" конкурс лауреачӗ, ҫӗршыври "Раҫҫей наци пуянлӑхӗ" конкурс ҫӗнтерӳҫи. Акулина хӑйӗн вӗренекенӗсене те тӑтӑшах ӑмӑртусене явӑҫтарать.
Чӑваш патшалӑх университетӗнче химипе фармаци факультетӗнче магистратурӑра вӗренекен Екатерина Иванова та хастарсен йышӗнче. Вӑл ҫавӑн пекех "Элара" предприятире инженер-технологра тӑрӑшать. Хӗр - наука статйисен авторӗ, стартап гранчӗн ҫӗнтерӳҫи.
Республика Пуҫлӑхӗн стипендине илес текенсен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, 2 пин ытла портфолио ярса панӑ. Патшалӑх ҫӑмӑллӑхне тивӗҫнӗ хӗрсемпе каччӑсем ҫулталӑк тӑршшӗпех уйӑхсерен 2 пин ҫурӑ тенкӗ илсе тӑрӗҫ. Ҫамрӑксен политикине республикӑра пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Пӗлтӗр Ҫӗнӗ Шупашкарпа Ҫӗмӗрлере ятарлӑ центрсем уҫнӑ. Ҫакнашкалах учреждени Шупашкарта, Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче те йӗркелес тӗллевлӗ, палӑртрӗ Олег Николаев. Кашни муниципалитетрах ҫамрӑксен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен советник должноҫне ӗҫе кӗртнӗ. Вӑл тӳрремӗн администраци пуҫлӑхне пӑхӑнать. Ҫавӑн пекех ыркӑмӑллӑх юхӑмӗсем аталанаҫҫӗ, волонтер штабӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Республикӑра "Зарница" тата "Орленок" ҫарпа спорт вӑййисене ирттерес йӑлана та тытса пыраҫҫӗ.
Диана Иванова, Виктор Степанов