Пулӑшу нихӑҫан та ытлашши мар

Пулӑшас текенсен йышӗ те, пухӑнакан укҫа та ҫулсерен нумайланса пырать. Республикӑра "Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн" ыркӑмӑллӑ марафонӗ вӑй илчӗ. Ӑна ҫемье ыйтӑвӗсене халалланӑ республикӑри конференцире Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫласа ячӗ. 

Конференци теми ӑнсӑртран мар, терӗ Олег Николаев. Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе 2024-мӗш ҫула Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Пирӗн республикӑра та ашшӗ-амӑшӗпе ачисене тӗрлӗ енлӗ пулӑшаҫҫӗ.

Ача укҫи тӳлеме пӗлтер кӑна 9 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Унсӑр пуҫне нумай ачаллисене, сахал тупӑшлӑ ҫемьесене, сусӑр ачасене патшалӑх енчен пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Апла пулин те пулӑшу нихӑҫан та ытлашши мар. Ҫавӑн пек майсенчен пӗри - "Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн" ыркӑмӑллӑх марафонӗ. Ӑна пуҫлани пирки конференцире шӑпах Республика Пуҫлӑхӗ пӗлтерчӗ. Хӑйӗн ҫемйин ячӗпе ятарлӑ шут ҫине 50 пин тенкӗ куҫарчӗ. 

Ҫак марафона кӑҫалхипе Чӑваш Енре 28-мӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Иртнӗ 4 ҫулта кӑна 21 миллион тенкӗ пуҫтарнӑ. Вун-вун сусӑра, йывӑрлӑха лекнӗ ҫемьесене пулӑшнӑ. Ҫак ырӑ ӗҫе пухӑннисенчен чылайӑшӗ тӳрех хутшӑнчӗ.

Ятарлӑ кьюар-кодпа усӑ курса хӑйсен тӳпине хыврӗҫ. Малашне тӗрлӗ пӗрлешӳпе организацисем, усламҫӑсем тата уйрӑм ҫынсем те хастар хутшӑнасса шанаҫҫӗ ача-пӑча фондӗнче. Конференцире савӑнӑҫлӑ самант та пулчӗ. Республика Пуҫлӑхӗ нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене патшалӑх наградисемпе чысларӗ.

Конференцие хутшӑннисем тӗп лару хыҫҫӑн 4 ушкӑна пайланса ӗҫлерӗҫ. Ҫул ҫитмен ачасене ӗҫпе тивӗҫтерессине, эрех е наркотик серепине лекнисене пулӑшассине, ачасене апат-ҫимӗҫпе тата медицина пулӑшӗвӗпе тивӗҫтерессине, 18 ҫул тултарманнисене психиатри пулӑшӑвӗ кӳрессине сӳтсе яврӗҫ. Кашни ушкӑнрах хӗрӳ калаҫу пулчӗ. 

Конференци пӗтӗмлетӗвӗпе резолюци хатӗрлемелле. Ӑна яваплӑ ведомствӑсене, ҫемье тата ача ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен специалистсем патне ҫитерӗҫ. 

Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова