Тӑватӑ ураллӑ туссем тухтӑр пулӑшӑвне кӗтеҫҫӗ. Кама уртаракан чиртен прививка тумалла, теприн сывлӑхӗ хавшанӑ. Наталья Магаринан Бусинка кушакӗ те ветеринар патӗнче тӗрӗсленсех тӑрать. Хальхинче операцине килнӗ. - Кунта яланах кӑмӑллӑ йышӑнаҫҫӗ, тивӗҫлӗ пулӑшу кӳреҫҫӗ, - тет Наталья. Ҫӗнӗ операци кабинечӗ хута янӑ хыҫҫӑн майсем тата анлӑрах. Выльӑх мӗнпе чирленине палӑртма лаборатори тӗпчевӗсем тӑваҫҫӗ. Ӑна та ҫӗнӗ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ.
Унччен вара юна тӗпчеме урӑх лабораторисене ӑсатма тивнӗ, ҫав шутра Чулхулана. Операци пӳлӗмӗнче те хирургсене мӗн кирли пурте пур, - тет ветеринари станцин пуҫлӑхӗ Сергей Сидоров. Сӑмах май, ҫакна валли бюджетран 7 миллион ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. Ытларах кунта йытӑ-кушака, килти кайӑк-кӗшӗке йышӑнаҫҫӗ. Гастроле тухнӑ цирк артисчӗсен сывлӑхне те тӗрӗслеҫҫӗ. Нумай пулмасть, акӑ, ветеринарсен дикобраза пулӑшу кӳме тивнӗ. - Ӗҫ пахалӑхне ӳстерсе пырасси - пирӗн тӗп тӗллев, ҫакна отраслӗн 2030-мӗш ҫулчченхи аталану ҫул-йӗрӗнче палӑртнӑ, - каласа парать республикӑри ветеринари службин ертӳҫи Александр Шакин.
Шупашкарти ветеринари станцийӗ электронлӑ регистратура та уҫнӑ. Пациентсем пирки мӗнпур информаци пӗр ҫӗрте упранни, амбулатори карттине цифра тытӑмне куҫарни выльӑх-чӗрлӗх хуҫисемшӗн те, тухтӑрсемшӗн те меллӗ. Ҫак ҫӗнӗлӗхе кашни ветеринари станцинчех пурнӑҫа кӗртесшӗн.
Екатерина Фомина, Игорь Ульянов








